АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Космонавтика çулталăкне халалланă

14 сентября 2011 г.

Анат Туçари ял библиотекинче тăтăшах тĕрлĕрен кану каçĕ, викторина, кĕнеке куравĕ йĕркелеççĕ. Иртнĕ эрнере вулакансем Раççей Космонавтикин çулталăкне халалланă мероприятие хутшăннă. Тематика каçне “Çăлтăрсем Çĕр çинче çуралаççĕ” ятпа йĕркеленĕ. Кĕнеке тусĕсем чăн малтанах Чăваш Ен паттăрĕсем çинчен видеофильм пăхнă. Л.Платонова библиотекарь çăлтăрлă тÿпене парăнтарнă космонавтсем пирки каласа панă. Вĕсенчен пĕри вара чăваш çĕрĕ çинче çуралса тĕнче уçлăхне вĕçнĕ виççĕмĕш космонавт– А.Г.Николаев. Çавăнпа та кану каçĕнче йĕркеленĕ викторина ыйтăвĕсем Андриян Григорьевичăн пурнăçĕпе, планетăсемпе, космос карапĕсемпе, станцисемпе, спутниксемпе тата ыттисемпе те çыхăннă. Тематика каçĕ пуриншĕн те усăллă иртнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика