14 сентября 2011 г.
Çĕр çине пурăнма çуралакан кашни пĕчĕк пепке пуриншĕн те пысăк савăнăç, телей. Кăçалхи сакăр уйăхра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 301 ача çуралнă. Вĕсенчен ытларах пайĕ – пулас пикесем. Çемьене хĕр хутшăннисен ашшĕ-амăшĕ иккĕмĕш çул ĕнтĕ чиперккине ытларах “Анастасия” ят параççĕ. Иккĕмĕш вырăнта “Дарья”, виççĕмĕшĕнче – “Екатерина”. Арçын ачасенчен вара “Данил” ята кăмăллакан çемьесем нумайрах. Паллах, ача сывлăхĕ ятран килмест. Çут тĕнчене çуралнă кашни чун тĕпренчĕкĕ сывлăхлă çеç ÿстĕр.
Çуралнă ачасенчен 118-шĕ çемьере – пĕрремĕшсем, 106-шĕ – икккĕмĕшсем, 56-шĕ – виççĕмĕшсем. Вунă ашшĕ-амăшĕ вара тăваттăмĕш пепкине алла илнĕ.