АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш-поэтăмăра асра тытса

14 сентября 2011 г.

Пирĕн юратнă ентеш-поэтăмăр Василий Давыдов-Анатри пиртен уйрăлса кайнăранпа çулталăк çитрĕ. Вăхăчĕ çĕмрен пек хăвăрт шăвать пулин те поэт-юрăçă пирĕн асрах. Çак кунсенче Первомайскинчи ял библиотекинче ентеш-поэтăмăра асра тытса, хисеп туса литература каçĕ йĕркеленĕ.

Вулакансем поэтăмăр тĕрлĕ çулта çырнă кĕнекисемпе паллашнă, Первомайскинчи вăтам шкулта вĕренекенсем унăн сăввисене вуланă. Василий Давыдов-Анатри сăввипе кĕвĕленĕ “Пире тăван кĕтсе тăрать”, “Тăванлăх юрри”, “Шурă-шурă Шупашкарăм” юрăсене вара литература каçне хутшăнакансем те, ялти вулакансем те кăмăллăн шăрантарнă.

“Йывăр тăпру çăмăл пултăр. Эпир санăн ятна яланах асра тытатпăр, пархатарлă ĕçÿсемпе савăнатпăр”, – тенĕ вулакансем поэтăмăра хисеп туса.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика