АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăхри пĕр самант

14 сентября 2011 г.

“Ĕмĕр ĕмĕрлесси – уй урлă каçасси мар”,– тенĕ ĕлĕкхи ватăсем. Чăнах та çапла пулас. Эпĕ саккăрмĕш теçеткене утăмлатăп, вулакансене хамăн пурнăçри хăш-пĕр самантпа паллаштарас килет. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăрçă хыççăнхи çулĕсенче пурнăç питĕ йывăрччĕ. Çиме çăкăрĕ те, ытти юр-варĕ те çитсех кайман. Туянас тесен те япали те, укçи те пулман. Аттесĕр çемьесем нуши-тертне тата та ытларах тÿснĕ. Çуркунне çĕр улми лартнă хыççăн çимелĕх пачах та юлмарĕ. Пĕр кунĕнче анне бригадиртан вăкăр çыртарса килчĕ. Вутăпа çĕр улми улăштарма каяс тесе йăлăнса ыйтнă, анчах ăна хăйне яман. Ирĕк-сĕрех манăн каймалла пулса тухрĕ. Анне вăкăрсем пăхакансем патне пынă çĕре урапасене пурне те кÿлсе пĕтернĕ. Пĕртен пĕрре, колхозри пысăк ăйăра кÿлекенни кăна юлнă. Хĕрарăма хĕрхенсе вăкăра çавна кÿлсе парса янă.

Вăкăрпа анне киле çитсен васкавлăн лав çине вутă тиерĕмĕр те шанчăклăн çыхса хутăмăр. Вара мана анне, хăйĕн 10 çулхи ывăлне, ăнăçу сунса çула ăсатрĕ. Хăй ĕçе васкарĕ.

Пыратăп çапла çулпала, ял хыççăн ял хыçа юлаççĕ. Пĕринче ман çумма урамра вылякан ачасем çыпçăнчĕç.

– Ăçта каян пĕчĕк тете тăватă мăйракаллă вăкăрпа; – теççĕ кулса. Урапан туртисем çур метр ытла малта тăсăлса пыраççĕ, çакна асăрханипе çапла каларĕç пулас.

Вăхăт вăраххăн шăвать пулсан та хĕвел çÿлтен çÿле кармашать. Çанталăк шăрăхлатрĕ. Манăн вăкăрăн та шыв ĕçесси киле пуçларĕ: чĕлхипе тутине çулама тытăнчĕ. Хам çапах та ăна васкатас шухăшпа сÿсрен явнă пушăпа хутран-ситрен хăмсарса илетĕп. Чиперех пыраттăмăрччĕ урампа, вăкăр пĕр пĕчĕк пÿрт патĕнчи валашкари шыва асăрхарĕ. Улашка çавăнталла утса кайрĕ, эпĕ ниепле те итлеттереймерĕм. Умĕнче тăсăлса тăракан турта пуçĕпе чÿрече хушшинчи татăк пĕренесене пырса тăрăнтарчĕ, лешсем туххăмрах шалалла кĕрсе ÿкрĕç. Çакна курсан хăранипе ман çурăм çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Чÿречерен пуçа шалалла чикрĕм те, пÿртре карчăкпа старик сĕтел хушшинче çĕр улмипе купăста çисе ларнине куртăм. Вĕсем те мана асăрхарĕç.

– Ăçта каятăн çапла васкаса;– терĕ апатне чăмланă май старик.

– Эпĕ вутăпа çĕр улми улăштаракан шыратăп, – терĕм сехĕрленсе.

– Ачам, чÿречерен мар, хапхаран кĕр, – терĕ нимĕн пулман пек. Эпĕ “патак” çиесрен питĕ хăранăччĕ, кăлăхах пулчĕ. Старик урама тухрĕ те: “Вуттуна илетĕп, малтан çак чÿрече хушшине иксĕмĕр майлаштарса хурăпăр”, – терĕ çурăмран лăпкаса. Эпир ватă çынпа ĕçе пикентĕмĕр. Пĕрер сехет пек тăрмашсан ĕçе вĕçлерĕмĕр. Карчăкĕ те урама тухрĕ, вăл та ăшшăн калаçрĕ.

– Аçу çук-им; Çĕр улми шырама сана янă-çке, – терĕ аллине умĕнчи саппунĕпе шăлса.

– Çук çав, вăл Мускав хули патĕнчи çапăçура вилнĕ, – терĕм куçран юхса анакан куççуль тумламĕсене пытарса. – Аннен ĕçрен юлма май çук. Килте тата пĕчĕк йăмăк пур.

Ватăсем тем пек ăшшăн йышăнсан та ман киле каймалла. Канакан вăкăра вăратса, ăна лупас айне сулхăна кайса тăратнăччĕ, урама çавăтса тухрăмăр. Улашкана киле кайнă чухне урăх шывшăн ан касăхтăр тесе шыв ĕçтертмĕр. Çĕр улми миххисене майлаштарса хунă хыççăн çула тухрăм. Мана ватăсем кăмăллăн ăсатса ячĕç.

Пыратăп çапла пĕр шиксĕр. Вăкăр килелле хăех утать, тилхепене унталла-кунталла туртма та кирлĕ мар. Акă эпĕ малтан хам çумма çыпçăннă ачасен ялне çитрĕм. Вĕсем çаплах урапа хăваламалла выляççĕ. Шăпăрлансем каллех йĕкĕлтешме, иртĕнме тытăнчĕç.

– Хăш ял ачи эсĕ; Лаву çинче мĕскер; Пире кăштах пар, – теççĕ урапана хыçалтан каялла туртса. Эпĕ çаксене çилленнĕскер пушăпа туртса çапрăм. Хăрарĕç.

– Атьăр каялла, усал ача ку, – терĕ ушкăнран пĕри. Те çакă, те тепри эпĕ сисиччен ман урапан тĕнĕлĕ пуçĕнчи кустăрма пăтине кăларса илнĕ. Эпĕ ăна сисмен те.

Малалла кайнă май лав çине тăсăлса выртрăм та кичемлĕхе пусарас тĕллевпе хамăра шкулта вĕрентнĕ юрра шăхăрса ĕнĕрлесе пыма тытăнтăм:

“Атя Ванюк урама,

Унта сана чĕнеççĕ.

Миша, Анна, Хĕветле

Вылямашкăн кĕтеççĕ”.

Юрра вĕçлеймерĕм, урапа кĕмсĕрт турĕ. Каялла çаврăнса пăхатăп та, кустăрма тухса ÿкнĕ. Хăвăртрах сиксе антăм та ăна илме чупрăм. Йăтма йывăр, çавăнпа кустăрмана кустарса лав хыççăн хăвалама пикентĕм. Вăкăр ăна-кăна уямасăр шав малалла васкать. Чылай кайрăмăр çапла. Улашка чарсан та чарăнмарĕ. Хирĕç пулакан çынсем: “Ачам, лаву вăкăрна çăмăл пултăр тесе кустăрмуна хăв кустарса пыратăн-и;” – теççĕ. Хăйсем пĕри те пулăшма шухăшламаççĕ. Ывăннипе кустăрмана пăрахса хăварас патнех çитрĕм, анчах аннен ĕç кунне катасран хăрарăм. Вăрманçă Ваççа тете çеç мана шеллерĕ, кустăрмана тăхăнтартса лартма пулăшрĕ. Кайран киле чиперех çитрĕм, аннепе йăмăк питĕ хĕпĕртерĕç. Каçпа вара тÿнĕ çĕр улмине тăраниччен çирĕмĕр.

Унтанпа нумай çул иртрĕ, апла пулин те çав çĕр улми тути халĕ те асрах.

И.ЕРОФЕЕВ.

Ишлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика