14 сентября 2011 г.
Çапла калама пулать пахчара çитĕнтерекен пăрçа йышши культурăсем пирки: вĕсене пăхса çитĕнтермешкĕн нумай вăй кирлĕ мар, çав вăхăтрах вĕсем мĕн чухлĕ усă параççĕ. Ахальтен мар вĕсене ÿсен-тăран какайĕ теççĕ, вĕсенче белок виçи какайри чухлех шутланать, ытти тутлăхлă япаласем те чылай.
Пăрçа йышши культурăсем паха удобрени те шутланаççĕ, вĕсемпе тислĕк вырăнне те усă курма пулать. Çакна валли ытлашши вăй-хал та тăкакланмасть. Кĕркунне, вĕсем пулса çитсен, çимĕçсене пухса илнĕ хыççăн, тунисене кăкламалла мар, çулнă хыççăн тунине тăпрапа пĕрле чавмалла. Паха органикăллă удобрени хатĕр пулать те.