17 сентября 2011 г.
Санитарипе эпидемиологи комиссийĕ 2011 çулхи сакăр уйăхра район халăхĕ инфекци чирĕпе чирленин мониторингне сÿтсе явнă. Сăнав вара çакна кăтартса парать. 2007 çултанпа пирĕн районта вар-хырăм чирĕпе аптăракансем нумайланнă.
Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан Çĕнĕ Ахпÿртре – 4, Патăрьелĕнче – 9, Хирти Пикшикре – 9, Шăнкăртамра – 9, Тăрăнта – 2, Сăкăтра – 4, Аслă Чементе – 2, Алманчăра – 2, Первомайскинче 2 тĕслĕхе шута илнĕ.