17 сентября 2011 г.
Авăн уйăхĕн 7-10-мĕшĕсенче Мускавра Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке курав-ярмăркки иртнĕ. Чăваш кĕнеке издательстви унта историпе, чăваш культурипе, искусствăпа çыхăннă 67 тĕрлĕ “чун çимĕçне” тăратнă.
Пĕрремĕш куннех Чăваш кĕнеке издательствин стенчĕ патне çĕр-çĕр куракан пухăннă. Вĕсем çĕнĕ, хитре кĕнекесемпе хаваспах паллашнă, туяннă. Вулакансене уйрăмах “Библиотека Президента ЧР” ярăмпа кун çути курнисем, “Замечательные люди Чувашии”, “Чувашская Республика. Приглашение к содрудничеству”, “Географические названия ЧР”, “Художник Анатолий Миттов” тата ытти кĕнеке килĕшнĕ.