17 сентября 2011 г.
“Колос” хуçалăх юлашки çулсенче аванах “чăхăмлама” тытăннăччĕ, кайран витесене те пушатрĕç. Сăнанă тăрăх, выльăх-чĕрлĕх çук хуçалăх малалла аталанаймасть. Çĕнĕрен ĕçлесе кайма вара питĕ йывăрри каламасăрах паллă. Ÿсен-тăран отраслĕнчен куллен укçа кĕмест, çакна чылай чухне темшĕн шута илмеççĕ. Кăçалхи ака уйăхĕнче аран-аран сывлакан хуçалăха çĕнĕ ертÿçĕ – С.Алексеев – ертсе пыма тытăнчĕ. Халь те кунта пурте кал-кал пырать теме çук, анчах хăш-пĕр улшăну пурри сисĕнет. Йывăрлăхсене пăхмасăрах çуркунне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 350 гектара яхăн акса хăварнă. Вăрлăх çуккипе ăна “Исток”, “Красное знамя” хуçалăхсенчен туяннă. Пĕлтĕр пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ те пĕчĕк пулнăран хакĕ те пысăкчĕ, çавна май элита вăрлăхсемпех усă курайман. Кăштах та пулин тупăш курас тесе сухан вăрлăхĕ 4,5 гектар никĕсе хывнă, вăл гектартан 18 тонна тухнă. Анчах унăн хакĕ те савăнтармасть, сутма та йывăртараххине палăртрĕç хуçалăхра вăй хуракансем. Кăçал ял хуçалăх таварĕсен хакĕсем пĕчĕк, тупăш нумай кĕрессине шанма йывăртарах. Малта пыракан хуçалăхсем тухăç пысăккипе укçа кĕртееççĕ пулсан, йывăртарах лару-тăрурин вара ун пек май çук.
Пăхман çĕртен тупăш кĕмест. Çуркунне çакна шута илсе инвесторсем пулăшнипе минераллă удобрени 23 тонна, гербицид туяннă. Çавăн пекех юсав пайĕсемпе çунтармалли-сĕрмелли материал та илнĕ. Техника киввипе, вĕсене пурне те тенĕ пекех 90-мĕш çулсенче туяннă, укçа-тенкĕ те самаях тăкаклама тивнĕ. Вырма та “уй-хир карапĕсем” час-часах çĕмрĕлсе тăнипе вăраха тăсăлнă. Тухăçĕ те кăçаллăха савăнтармасть: гектартан 16-17 центнер çеç. Çитес çул лайăхрах пуласса шанмалли çеç юлать.
Хуçалăх выльăх-чĕрлĕхсĕр аталанайманнине шута илсе çывăх вăхăтра “Колос” хуçалăхра ĕнесем усрама тытăнасшăн, сенажпа утă янтăланă. Халь витесене юсамалла. Юлашки çулсенче вĕсем пушаннине пула кунта чылай япалана çĕнĕрен илме тивесси куç кĕрет.
Кадрсем тĕлĕшĕнчен те хальлĕхе çăмăлах мар: механизаторсем, зоотехник, инженер çук. Пуррисем урăх хуçалăхсене ĕçлеме çÿреççĕ тата паян- ыран тивĕçлĕ канăва каймаллисем те нумайăн. Çавăнпах халь кунта районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă тракторист правине çамрăксене илтерессишĕн тимлеççĕ. Акапа вырмана ирттерме кăна мар, ытти ĕçсене тума та техникăна пĕлекен çынсем кирлĕ-çке.
Хуçалăх пулсан ял та пурăнать, çынсене ĕçлемелли вырăн та пулать. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ хуçалăхсене ура çине тăратсан, укçине вăхăтра тÿлесен яш-кĕрĕм те ялах юлать. “Колос” хуçалăха малалла аталантарса яма вăй çитерсен тем пекехчĕ, халăх вара шанăçне çухатман-ха.
О.ПАВЛОВА.