АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлçхлç ача телейлÿ

17 сентября 2011 г.

Ирпе ирех савăк кăмăллă ачасем пĕрин хыççăн тепри класа кĕчĕç те хăйсем ларакан партăпа юнашар тирпейленсе тăчĕç. Тепĕр темиçе минутранах вĕсем пурте пĕр харăс сывлăш çулне çирĕплетмелли хусканусем тума пикенчĕç: хăвăрт сывласа илеççĕ те çавăн пекех кăларса яраççĕ. Ăна вĕсем 33 хут тăваççĕ. Çирĕм минут тĕрлĕрен хусканусемпе çăмăлланнă хыççăн учительница мĕн пур кăмăлтан пĕрремĕш урока пуçлать. Кашни кунах çак йĕркепе ĕçлеççĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 3 “б” класра вĕренекенсем. С. Урукова вĕрентекен Стрельникова меслечĕпе ачасен сывлăхне çирĕплетме пуçлани кăçал çеç мар. Ырă тĕслĕхпе вăл çичĕ çул каяллах усă курма пуçланă. Эксперимента вара чăн малтанах хăй çинче туса пăхнă. Усси куç умĕнче пулнине туйсанах çак меслетпе чир-чĕртен хăтăлма, сывлăхне çирĕплетме ачасене хăнăхтарнă.

– Чылай чухне эпир кĕçĕн класра вĕренекенсене хитре çырма, ÿкерме, лайăх вулама, шутлама вĕрентетпĕр. Ачана тĕрĕс сывлама хăнăхтарасси вара йăлара та çук темелле. Çавăнпах ĕнтĕ эпĕ çак меслете тарăн тĕпчесе вĕреннĕ хыççăн ăна хамăн ĕçре усă курма пуçларăм. Çирĕп никĕс янă çурт нихăçан та çурăлмасть. Ача та мĕн пĕчĕкрен сывлăхлă, тĕреклĕ ÿсни – пысăк телей. Вĕсен питĕнче яланах йăл кулă çеç курас килет. Класри ачасем тĕрекленсе пынине, вĕренес хастарлăхĕ ÿснине питĕ лайăх туятăп. Малашне те хамăн педагогика опытне вĕрентÿн çĕнĕ меслечĕсемпе пуянлатма тăрăшатăп, – кăмăллăн калаçать 3 “б” класс ертÿçи С. Урукова.

Светлана Сергеевна чĕрĕк ĕмĕре педагогика каçалăкĕнче ĕçлесе пуян опыт пухнă. Нумай пулмасть çеç вăл районти учительсен пысăк ушкăнĕ умĕнче мастер класс кăтартнă. Уçă уроксем те пайтах ирттернĕ. Ĕçе чун-чĕререн юратса пурнăçланăран унăн çитĕнĕвĕ те ÿссех пырать. Çакă вара малашне тата ытларах тăрăшма, вĕренÿн çĕнĕ стандарчĕсене усă курма хистет.

Светлана Сергеевна ăнсăртран çеç педагог профессине суйласа илмен. Ашшĕн çулĕ ăна çакна тума хистенĕ. Вăл нумай çул шкул директорĕнче ĕçленĕ. Çавăнпах хĕрача çак ĕçе кÿлĕннĕ. Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем унăн пайтах. Вăл вĕрентнĕ ачасем тĕрлĕрен конкурсра çĕнтерсе çитĕнÿ туни те кăмăллă. Халĕ 11 класра вĕренекен А. Никифоров республикăра “Юное дарование” ятпа йĕркеленĕ конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Районти ăмăрту призерĕсем те пайтах.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика