17 сентября 2011 г.
“Чувашское” АУО базинче ăратлă выльăхсен республика шайĕнчи куравĕ иртнĕ. Унта пирĕн районти “Красное знамя”, “Звезда”, Ленин ячĕллĕ хуçалăхсем хутшăннă. Эксперт комиссийĕ “Красное знамя” хуçалăхра усракан шурă пысăк ăратлă сыснасем – пĕрремĕш, “Звезда” хуçалăхрисем иккĕмĕш вырăнсене йышăннине палăртнă.
Ленин ячĕллĕ агрофирмăри “Сигнатюр” ăйăр “Йывăр тиевлĕ лав” номинацире – пĕрремĕш, “Светлая” лаша иккĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсене диплом тата укçан преми парса хавхалантарнă.
О. БЕЛЬДЕКОВА.