АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăхсене сивĕ хĕл ан хăраттăр

17 сентября 2011 г.

Авăнăн 13-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцинче районти зооветспециалистсен канашлăвĕ иртнĕ, унта ветеринари учрежденийĕн, “Патăрьел зонинчи ветеринари лабораторийĕ” учрежденин специалисчĕсем, райадминистрацин ял хуçалăх, экономика, экологи, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕ Ю.Федоров, ял хуçалăх предприятийĕсен тĕп зоотехникĕсем хутшăннă. Мероприятие “Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци” учрежденин начальникĕ П.Ефимов ертсе пынă.

Канашлура 8 уйăхра эпизоотилле чирсене хирĕç профилактика ирттерни, уртаракан чир, çĕпĕр язви чирĕсем ан сарăлччăр тесе мĕн-мĕн туни пирки калаçнă. Çавăн пекех выльăхсен йышне упраса хăварасси, хĕле валли хатĕрленĕ выльăх апачĕн пахалăхĕ, витесене сивĕ кунсене валли тирпейлесси пирки те сăмах хускатнă.

Ветеринарсемпе зоотехниксене “Пфайзер” компанин специалисчĕсем усăллă канашсем панă. Выльăхсене йăхтарасси, инфекци чирĕсем пирки, ĕнесем маститпа чирлесран профилактика ĕçĕсем ирттересси, сиплесси пирки калаçнă.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика