21 сентября 2011 г.
Кăмпасене виçĕ ушкăна уйăраççĕ, çиме юрăхлисем, асăрханса çиме юрăхлисем, наркăмăшлисем. Çавăнпа кăмпара асăрхануллă пулмалла, малтанхи ушкăнрисене кăна пухсан аванрах. Çиме юрăхлисене пĕçернĕ хыççăнах усă курма юрать. Шурă кăмпа (белый гриб), хурăн (подберезовик), ăвăс (подосиновик), çерем (шампиньон) кăмписем, масла кăмпа (масленка), уплюнка (опенок), сарă кăмпа (лисичка) та кĕреççĕ ку ушкăна. Асăрханса çиме юрăхлисене – кăтра (сморчки) тата яка (сыроежка) кăмпасене малтан лайăх вĕретмелле, унтан шывне тăкмалла та тепĕр хут пĕçерме лартмалла. Кăрăçа (грузди), хыр кăмпине (волнушки), хура кăмпана (чернушка) 2-3 кун хушши шывра лартмалла, шывне кунсерен улăштармалла. Çакăн хыççăн тин пĕçермелле те тăварламалла.
Тислĕк тата шăна кăмписем – чи наркăмăшлисем.
Тислĕк кăмпипе (белая поганка) наркăмăшланнисен 90 проценчĕ вилĕм аллинчен тухаймасть. Ку кăмпасем утă уйăхĕнчен пуçласа кĕркунне вĕçленичченех ÿсеççĕ. Наркăмăшĕ пĕçерсен те шыва тухмасть, типĕтсен те пĕтмест. Яка тата çерем кăмписемпе пĕрешкелтерех курăнаççĕ тислĕк çинче çи-тĕнекеннисем. Çавăнпа тислĕк кăмписен уйрăмлăхĕсене пĕлмелле пурин те.
Шăна кăмпинче (мухомор) наркăмăшлă япаласем (мускарин тата мускаридин) пур. Вĕсем тăварласан та, темиçе хут вĕретсен те пĕтмеççĕ. Ку кăмпасен шĕлепкисем шурă пăнчăллă.
Кăтра кăмпасенче наркăмăшлă геловеллăвăй кислота пур, лайăх вĕретсен вăл шыва тухать. Унтан вĕри шывра çуса илнĕ хыççăн кăна кăмпасем ăшалама юрăхлă пулаççĕ.
Хăш-пĕр çимелли кăмпасенче те наркăмăшсем пур. Вĕсене хăйсене кăна çисен хăрушлăх çук. Анчах эрех ĕçнĕ чух усă курсан çынсем пурнăçран та уйрăлма пултараççĕ. Кăмпасене цинкланă савăтсенче маринадлама-тăварлама юрамасть. Консервланă кăмпасене ботулинус спорисем ан лекчĕр тесен стерилизацилемелли правилăсене çирĕп пăхăнмалла. Кăмпасене типĕтсе упрасан аван, усă курас умĕн вĕсене вĕтетмелле.
Енчен те наркăмăшлантăр пулсан, васкавлă пулăшăва чĕнмелле. Тухтăр киличчен çынна 3-4 стакан тăварлă шыв ĕçтерсе хăстармалла. Çакăн хыççăн аптăранин хырăмне тата урисене грелкăпа ăшăтмалла. Çын çинĕ апат юлашкисене анализ тума медработнике парса ямалла.
Кăмпара хăвăр та питĕ асăрхануллă пулăр, ачасене те пухмалли йĕркесене пăхăнма вĕрентĕр.