АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малалла аталанмалли майсем шырамалла

21 сентября 2011 г.

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев пулчĕ.

Республика пуçлăхĕ чăн малтанах районти тĕп больница ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Ăна кунта район пуçлăхĕ – районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ М. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина, Шупашкарти сăра пĕçерекен “Букет Чувашии” фирма” УАОăн генеральнăй директорĕ О. Мешков, “Красное знамя” кооператив председателĕ П. Никифоров, Чăваш Республикинчи обязательнăй медицина страхованийĕн Территори органĕн директорĕ В. Рафиков, Патăрьел ял поселенийĕн пуçлăхĕ А. Моисеев кĕтсе илчĕç.

Районти тĕп больница сывлăх сыхлавне модернизацилес программăна кĕнĕ. Икĕ çул хушшинче сывлăх учрежденийĕн материаллă – техника базине тĕпрен çĕнетсе улăштарма тата медицина пулăшăвĕн çĕнĕ стандарчĕсене вăя кĕртме 87,6 миллион тенкĕ куçарма палăртса хунă. Сывлăх сыхлавне 2011-2012 çулсенче модернизацилемелли программăпа килĕшÿллĕн кăçал ача çуратмалли тата гинекологи уйрăмĕсене тĕпрен юсама пикеннĕ. “Була” тулли мар яваплă общество строителĕсем ку таранччен 12 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă. Çитес çул вара çак программăпа килĕшÿллĕн педиатри уйрăмĕ çĕнелсе улшăнмалла.

Михаил Васильевич больница ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май ача-пăча консультацийĕнче, неврологи уйрăмĕнче пулчĕ, чирлĕ çынсемпе, тухтăрсемпе калаçрĕ, сиплемелли эмелсен тивĕçтерĕвĕ пирки ыйтса пĕлчĕ. Ун хыççăн электрон регистратурипе мĕнле усă курнипе паллашрĕ. Паянхи кун Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче 72 тухтăр, 329 вăтам медицина работникĕ ĕçлет. Хальхи вăхăтра районта 20 тухтăр çитмест. Çакă, паллах, район халăхĕшĕн те йывăрлăх. Çапах та хăйсен ĕçне пысăк хавхаланупа пуçланă çамрăк тухтăрсем юнашарах пулни те кăмăллă. “Пирĕн больницăра УЗИ пăхмалли çĕнĕ хатĕр пур, ăна пула ĕçлеме те интереслĕ”, – тесе пĕлтерчĕ Рафик Ишмуратов врач. Çамрăк специалист хăйĕн мăшăрĕпе Патăрьелĕнче яла аталантарас социаллă программăпа килĕшÿллĕн çĕнĕ çурт туса лартнă, аслă пĕлÿ илни çинчен çирĕплетекен диплома алла илнĕ хыççăнах ялта тĕпленме шутланă.

Хăш-пĕр сиплев учрежденийĕсенче апат пахалăхĕ пирки ÿпкелешсе калаçнине шута илсе республика ертÿçи ятарласа апат пĕçерекен кухньăпа паллашрĕ, кулленхи менюпа, ял хуçалăх продукчĕсене мĕнле хакпа туяннипе кăсăкланчĕ.

Ĕçлĕ çул çÿревĕн тепĕр чарăнăвĕ хаваслă пулăмпа çыхăнчĕ. Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнче кĕске хушăрах виçĕ хутлă нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт туса пĕтерчĕç. “Энергострой” тулли мар яваплă общество строителĕсем тăрăшса ĕçленине Чăваш Ен Президенчĕ питĕ ла-йăх хак пачĕ. Хваттерсенче пурăнма тивĕçтерекен мĕн пур услови пур. Çак çуртра чăвашĕ те, тутарĕ те, çамрăкки те, аслă ăрури те пĕрле килĕштерсе пурăнĕ. Пĕр хваттерне çамрăк мăшăра, çамрăк çемьесене хваттерпе пулăшас программăпа тивĕçтернĕ тата тепĕр хваттере амăшĕн капиталĕпе усă курса илнĕ, 9-шне вара Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем тата вĕсен çемйисем валли хатĕрлесе панă. «Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене хваттерпе тивĕçтерме çĕр-шыв ертÿçисем тĕллев лартнă. Ку тĕллеве эпир çирĕп пурнăçлатпăр»,– тесе палăртрĕ Президент. Çĕнĕ çурта куçакансене Михаил Игнатьев хваттер уççисем парса чысларĕ, пурне те телей, çемьере килĕшÿ сунчĕ. Чăваш Ен ертÿçи Аслă вăрçă участникĕн Ш.Миназетдиновăн тăлăха юлнă мăшăрĕ тивĕçнĕ хваттере кĕрсе курнă хыççăн çак çуртрах вырнаçнă В.Грачев предпринимателĕн “Велес” суту-илÿ çурчĕпе, кунти таварсен ассортименчĕпе, ял хуçалăх таварĕсен хакĕпе паллашрĕ, кăсăкланчĕ. Михаил Васильевич лавкка ĕçченĕсене тавар хакне пĕчĕкрех шайра тытса тăма, ытларах хамăр республикăра туса кăларакан япаласене сутма сĕнчĕ. Ку тĕлĕшпе Патăрьел райповĕ ырă тĕслĕх кăтартма та ĕлкĕрнĕ – пур лавккара та хура тул хакне икĕ хут ытларах чакарса сутаççĕ: пĕр килограмĕ 46 тенкĕ тăрать.

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Михаил Игнатьев район активĕпе канашлу ирттерчĕ. Республика ертÿçи малтанах Патăрьел ял поселенине (пуçлăхĕ А. Моисеев) республикăри ял-хула поселенийĕсем хушшинче ирттернĕ экономика ăмăртăвĕнче мала тухнăшăн диплом тата Патăрьелĕнчи Румянцевсен çемйине çурт çĕклеме çĕр участокĕ уйăрнине ĕнентерекен сертификат парса чысларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов районăн çичĕ уйăхри социаллă пурнăçĕпе экономика лару-тăрăвĕ пирки тĕплĕн паллаштарчĕ, малашнехи аталану планĕ пирки сăмах хускатрĕ. ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.Енилина хăйĕн докладĕнче Патăрьелсем республика шайĕнче чылай енĕпе кăтартуллисем пулнине палăртрĕ, çулталăк вĕçлениччен витĕмлĕрех ĕçлемелли ыйтусене çивĕчлетрĕ. Докладсене сÿтсе явма Шупашкарти “Букет Чувашии” сăра пĕçерекен заводăн генеральнăй директорĕ О.Мешков, “Красное знамя” ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ П.Никифоров тата ыттисем хутшăнчĕç.

Республика Президенчĕ залра ларакан çынсен ыйтăвĕсене хуравланă хыççăн Патăрьелсем аталану çулне тĕрĕс суйласа илнине хак пачĕ, малалла та ăнтăлса ĕçлеме ырă сунчĕ.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика