21 сентября 2011 г.
“Единая Россия” партин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн вун çиччĕмĕш конференцийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ республика Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов, федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Руслан Тихонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Раççей Геройĕ Николай Бударин, районсен тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, халăх сасăлавĕн малтанхи тапхăрĕнче çĕнтернисем, Раççейри Халăх фронтне кĕнĕ общество пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем хутшăннипе уçăлчĕ. Конференцире партин регион уйрăмĕн Раççей Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавĕ умĕнхи ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕпе тата малашлăх планĕсемпе партин регион политканашĕн секретарĕ Михаил Михайловский паллаштарчĕ.
– Эпир суйлава хамăрăн иртнĕ тапхăрти тивĕçлĕ ĕçсемпе кĕтсе илетпĕр. Мĕн палăртнине пĕтĕмпех пурнăçланă, – терĕ Михаил Алексеевич. – Партин регион уйрă-мĕпе Раççейри Халăх фрончĕн координаци канашĕ тăрăшнипе Патшалăх Думипе Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кандидачĕсене палăртма халăхăн малтанхи сасăлавне йĕркеллĕ ирттертĕмĕр. Праймеризра сумлă çынсем çĕнтерчĕç. Вĕсем пурте депутат кандидачĕ пулма тивĕçлĕ...
Анчах та праймериз ирттернипе кандидата сĕнни суйлав кампанийĕн пуçламăш тапхăрĕ кăна-ха. Суйлавра çĕнтерес тата Раççей Патшалăх Думипе Чăваш Енĕн парламентĕнче ытларах вырăн йышăнас тесен суйлавçăсен хушшинче агитаципе пропаганда ĕçне тата çÿллĕрех шайра тытса пымалла, “Единая Россия” уçăмлă ĕçсен партийĕ пулнине, вăл çĕр-шыв аталанăвĕшĕн, пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн, халăхшăн тăрăшнине кăтартса памалла...
Михаил Михайловский çĕр-шывра ку енĕпе мĕн тунипе пĕрлех тăван республикăри ĕç-хĕл çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи “Пĕрлĕхлĕ Раççей” парти фракцийĕнче 33 депутат, унăн ертÿçи – парламент Председателĕн çумĕ Владимир Мидуков. “Единая Россия” партин фракцийĕнчи депутатсен пуçарăвĕпе хастар позицине пула юлашки 5 çулта республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне хăватлантармалли чылай саккун йышăннă. Тĕслĕхрен, вĕсенчен пĕри – Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2020 çулчченхи Стратегийĕ – ăнăçлă пурнăçланать. “Тĕллевсем ăнăçлă пурнăçланнин сăлтавĕ – партин регион уйрăмĕ Президентпа, Министрсен кабинечĕпе, Патшалăх Канашĕпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнса, килĕштерсе вăй хунинче”, – палăртрĕ Михаил Михайловский. Доклада сÿтсе явма партин Канаш хула политканашĕн секретарĕ, Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софроновпа федерацин травматологипе эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев хутшăнчĕç. Партин регион уйрăмĕ Халăх программипе мĕнле ĕçлени çинчен регион политканашăн секретарĕн çумĕ Петр Краснов каласа пачĕ. Кунта та курăмлă ĕç пайтах. Акă, сăмахран, Чăваш Енĕн пилĕк социаллă проектне Халăх программине кĕртме Федерацин координаци канашне çитернĕ. Вĕсем – Чăваш Республикин коммерци тĕлĕшпе усă курмалли çурт-йĕр фондне йĕркелесси; Çĕнĕ Шупашкарти биологи мелĕпе тасатмалли сооружение реконструкцилесси; хытă каяшсене тирпейлесси; Етĕрне хула тулашĕпе иртекен “Никольски-Етĕрне-Калинино” автоçула туса пĕтерсе хута ярасси тата республикăра пурăнакансене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси. Çакна тата пĕлтерĕшлĕ ытти тĕллеве пĕтĕмпех çитес суйлавра депутат мандатне илнисен пурнăçлама тивĕ.
Праймериз пирĕн республикăра утă уйăхĕн 25-29-мĕшĕсенче иртнĕ. Чылай общество организацийĕ унта хутшăнма хăйĕн кандидачĕсене сĕннĕ. Пĕтĕмлетÿ çапла: халăхăн малтанхи сасăлавĕнче Михаил Игнатьев Президент, Патшалăх Думин депутачĕ Константин Косачев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Юрий Попов тата Президент перинаталь центрĕн тĕп врачĕ Алла Самойлова чи нумай сасă пухнă. Вĕсене Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кандидачĕ пулма е, урăхларах каласан, федераци списокне кĕртме сĕнĕç.
Конференцире çавăн пекех “Единая Россия” партин Мускавра авăнăн 23-24-мĕшĕсенче иртекен XII съезчĕн делегачĕсене суйларĕç. Çак хисепе Михаил Игнатьев Президент, Чăваш Ен Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов, Чăваш парламенчĕн Председателĕн çумĕ Владимир Мидуков, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата Çĕмĕрле хула пуçлăхĕ Сергей Яргунин тивĕçрĕç. Съездра вара парти списокĕпе Патшалăх Думин депутачĕсен кандидачĕ кам пуласси уçăмланĕ.
Конференци вĕçĕнче “Единая Россия” партин çĕнĕ членĕсене партбилет пачĕç, уйрăмах пуçарулăх кăтартнисене Тав хучĕпе чысларĕç. Вун çиччĕмĕш конференцин виççĕмĕш тапхăрне авăнăн 29-мĕшĕнче ирттерме йышăнчĕç.
Ю. ЛИСТОПАД.
«Хыпар».