АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрисен йăнăшне теприсен тăвас марччĕ

21 сентября 2011 г.

Кĕр мăнтăрĕпе кашни çын туллин усă курма тăрăшать. Хальхи вăхăтра çынсем хушма хуçалăхри лаптăксенчен çĕр улмие, кишĕре, чĕкĕнтĕре тата ытти ял хуçалăх культурине тирпейлес тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. Хастартараххисем вара вăрмана кăмпана кайма та вăхăт тупаççĕ. Кунта çакна та асăрхаттарса хăварасшăн. Кăмпа савăнăçĕ инкекпе вĕçленме те пултарать. Иртнĕ шăматкун пирĕн районти пушар хуралĕн ĕçченĕсем çур çĕр иртсен Шăмăршăна вут-çулăмпа кĕрешме тухса кайнă. Район центрĕнчи патшалăх çуртĕнче пурăнакан пĕр çыннăн сарайне вут хыпса илнĕ. Вăл вара сарăлнăçемĕн сарăлса пынă. Пушарниксем вутпа 4-5 сехет те кĕрешнĕ. Инкекре пилĕк-ултă çемьен хуралти çунса кĕлленнĕ. Пăтăрмахăн сăлтавĕ вара шăпах кăмпапа çыхăннă. Кил хуçи хĕрарăмĕ ăна пĕçернĕ чухне вутпа асăрханусăр пулнă. Çавăнпа та пĕрисен йăнăшне теприсен тăвас марччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика