АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă улшăусем малалла ĕçлеме хавхалантарччăр

24 сентября 2011 г.

Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем – Чăваш Республикин “Чăваш Республикин 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012 тата 2013 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен” Саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен” Саккуна пурнăçласси çинчен; Чăваш Республикинче ял хуçалăх вырма ĕçĕсем тата республикăри муниципаллă пĕрлешÿсенче ял хуçалăх ярмăрккисем йĕркелесси çинчен; Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне хатĕрленес ĕç мĕнле пыни çинчен. Палăртнă ыйтусене сÿтсе явма Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина, Шупашкарти сăра пĕçерекен “Букет Чувашии” фирма” АУОн генеральнăй директорĕ О. Мешков хутшăнчĕç.

Кун йĕркинчи ыйтусемпе малтанах район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, организаци-предприяти, хуçалăх ертÿçисемпе калаçрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов район бюджетĕнчи ырă улшăнусем, хушма инвестицисем, районта федераци тата республика шайĕнчи программăсене мĕнле пурнăçласа пыни пирки паллаштарчĕ, ял хуçалăх ĕçĕсене тирпейлĕ вĕçлессине çивĕчлетрĕ, Раççей Федерацийĕн Пухăвĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне саккуна çирĕп пăхăнса, пысăк ăнланулăхпа ирттерсе ямалли пирки каларĕ. Информаци кунне хутшăннисене ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина республика бюджечĕ çинчен калакан саккуна Чăваш Енте мĕнле пурнăçласа пынине, ытти районсемпе танлаштарсан Патăрьелсем тĕрлĕрен программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тухăçлă ĕçленине каларĕ, çакна чылай тĕслĕхпе çирĕплетрĕ. Сăмахран, паян районта “Таса шыв” программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Федерацинчен республикăна çак тĕллевпе 467 миллион тенкĕ кĕнĕ. Çакнашкал пулăшăва пурĕ 24 субъект илнĕ. Калăпăшĕпе вара Чăваш Ене кĕнĕ укçа-тенкĕ иккĕмĕш вырăнта. Республикăра вара çав укçаран Патăрьел, Шăмăршă тата Комсомольски районĕсенчи ялсене таса шывпа тивĕçтерес тĕллевпе 367 миллион тенкĕ уйăрнă.

Шупашкарти сăра пĕçерекен “Букет Чувашии” АУОн генеральнăй директорĕ О. Мешков ялта çĕр ĕçĕпе тăрăшса пурăнакансене банк урлă çăмăллатнă кредитсемпе ытларах усă курма сĕнчĕ.

Кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явнă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина, “Букет Чувашии” фирма ертÿçи О. Мешков Сăкăт ял поселенийĕнче, вăтам шкул коллективĕнче, ача садĕнче, “Красное знамя” хуçалăхра ял халăхне кăсăклантаракан ыйтусене сÿтсе явнă. Районти ытти информаци ушкăнĕсем Шăхач, Ишлĕ, Турхан ял поселенийĕсенче халăхпа курнăçнă, вĕсен ыйтăвĕсене хуравланă.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика