АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăм хитрелĕхĕ – илемлĕ çÿçре

24 сентября 2011 г.

Самана таппи улшăннă май çыннăн çи-пуçĕ те, хăйне тыткаласси те урăхланса пырать. Унчченсенче этемлĕхĕн черченке пайĕ кăна парикмахерскисене çÿренĕ пулсан, халь ар çынсем те унта каяççĕ. Хĕрсемпе хĕрарăмсем те хăйсене ытларах пăхма тытăнни сисĕнет. “Стиль” парикмахерскин ертÿçи Т.Михайлова та çакна çирĕплетет. Унăн вара паянхипе иртнине танлаштармалăх пур: Татьяна Петровна çак системăра 30 çул ытла ĕçлет. 19 çулта чухне вăй хума тытăннă та унтанпа хачăпа тураран пĕрре те уйрăлман.

– Сăкăтри вăтам шкулта вĕреннĕ чухне пирĕн патăрта парикмахер пурччĕ, вăл ĕçленине пăхса тăма питĕ килĕшетчĕ, ун пек пулас килетчĕ. Шкул пĕтерсен хамăн ĕмĕте пурнăçа кĕртес тĕллевпе Шупашкарти çÿç касакансем хатĕрлекен училищăна çул тытрăм. 1979 çулта Патăрьелĕнчи КБО-ра вăй хума тытăнтăм, – пурнăçĕпе паллаштарнă май пĕлтерчĕ Татьяна Петровна.

Ĕçленĕ май майĕпен опычĕ те пуçтарăннă, клиентсем те нумайланнă. Кашнин кăмăлне тупма, килĕшекен прическа тума тăрăшнă парикмахер. Хуть мĕн каласан та çÿç çынна питĕ улăштарать, çакна яланах асра тытнă Т.Михайлова. Малалла та хăйĕн ĕç вырăнĕнчех вăй хуратчĕ пуль Татьяна Петровна, çĕр-шывра улшăнусем пулса иртни ăна çĕнĕ утăм тума хистенĕ. 15 çул каялла вăл предпринимательствăпа ĕçлеме тытăнать, “Илем” парикмахерски уçать. Малтанах Патăрьелĕнчи автовокзалта пĕр пĕчĕк пÿлĕм йышăнать.

– Ĕç пÿлĕмне те юсамалла, хатĕр-хĕтĕрне те илмелле. Ăçтан пуçламаллине те пĕлмелле мар. Йывăрлăха кĕрсе ÿксе нимсĕр тăрса юласси те хăратать. Майĕпен пурте хăйĕн йĕркине кĕчĕ, хамăн клиентсем хам патах килме тытăнчĕç. Çулсем иртнĕ май парикмахерскине те пысăклатма май килчĕ. Ывăл, Денис, мана пулăшма пуçларĕ. Вăл та ман çула суйласа илни питĕ савăнтарать, – сăмаха тăснă май пĕлтерет Т.Михайлова.

Халĕ салонта ĕçлеме пур услови те пур: шыв кĕрет, тухать, ятарлă хатĕрсем те çителĕклĕ. Клиентсене кĕме те, парикмахерсене вăй хума та кăмăллă. Татьяна Петровна хăйĕн ăсталăхне çамрăксене те вĕрентет, ун патĕнче çулленех практикантсене курма пулать. Теори пайне кăна пĕлекенсене хачча мĕнле тĕрĕс тытмаллинчен пуçласа прическа туса касасси таранах кăтартса парать. Клиентсен кăмăлне тупма, кама мĕнле прическа килĕшнине курма вĕрентет. Кунта ăс пухнисенчен чылайăшĕ хăйсем те парикмахерскисем уçнă.

“Стиль” салонта паян Т.Михайловăпа ывăлĕсĕр пуçне тата виçĕ парикмахер тăрăшать: Луиза Капитоновăпа Анастасия Андреева. Вера Руссова вăхăтлăха отпускра, ачапа ларать. Татьяна Петровна вĕсем питĕ тăрăшуллă пулнине палăртать.

– Ĕçре профессионаллă косметикăпа усă курма тăрăшатпăр, унсăрăн клиентсене çухатма пулать. Малалла та тăрăшса ĕçлес тесен çĕнĕлĕхсемпе усă курмалла, хамăрăн ăсталăха та ÿстерсех тăмалла, – тет Т.Михайлова.

О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика