24 сентября 2011 г.
Ача пĕрремĕш хут шкула кайнине психологсем революципе танлаштараççĕ. Мĕншĕн тесен уншăн йăлтах улшăнать: хăнăхнă йĕрке, тавралăх, кун режимĕ, хăйне тыткаласси. Чи пĕлтерĕшли – яваплăх, тимлĕх ыйтакан çĕнĕ тивĕç тупăнни. Ачана шкула мĕнле тĕрĕс хатĕрлемелле, вăл шкула юраттăр, хаваспах вĕрентĕр тесен ашшĕ-амăшĕн мĕн тумалла; Пĕрремĕш класс ачи шкула хăвăрт хăнăхтăр тесен ашшĕ-амăшĕн вĕренÿ çурчĕ çинчен нумайрах каласа памалла, ачапа пĕрле вăл çÿрекен шкулта час-часах пулма тăрăшмалла. Çапла вара вĕренесси интереслĕ те усăллă пулнине ача майĕпен хăех ăнланса пырать. Çак вăхăтра шкул çинчен япăх калама тăрăшмалла мар. Çапах та ăна вĕренесси çăмăл ĕç маррине, йывăрлăхпа мĕнпур çын тĕл пулнине ăнлантармалла. Çапла тусан пĕчĕкскер йывăрлăхран хăрама пăрахать.
Ачана шкула ăсатни ун çинчен манмалла тенине пĕлтермест, паллах. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕ унăн пурнăçĕпе интересленсех тăмалла, пĕрремĕш класра паллăсем лартмаççĕ пулин те. Ун вырăнне “Паян интересли мĕн пулчĕ;”, “Вулав урокĕнче мĕн турăр;”, “Столовăйĕнче мĕн çитерчĕç;”, “Класра кампа туслашрăн;” тата ытти ыйтусене памалла. Мĕншĕн тесен пĕрремĕш класс ачишĕн çак вăхăтра çывăх çыннисем унпа пĕрле пулни, ун ĕçĕсемпе интересленни пуринчен ытла хаклăрах. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ача ла-йăх вĕренни чи пĕлтерĕшли тесе йăнăшать. Мĕншĕн тесен кун пек ача шкулта пĕлÿ мар, лайăх паллă илме çеç тĕллев лартать.
Йăнăшсенчен хăрама кирлĕ маррине ашшĕ-амăшĕн ăнлантармалла. Мĕн пĕлменни, пулсах пĕтменни ачашăн йĕркеллĕ пулăм иккенне каламалла.
Ашшĕ-амăшĕн ачине ыттисемпе танлаштарма, теприне тĕслĕхе илсе кăтартма тăрăшмалла мар. Унăн кашни çитĕнĕвне мухтамалла çеç.
Шкула кайиччен ачан алă моторикине аталантармалла, мĕншĕн тесен унăн уроксенче нумай çырма тивет. Çавăнпа ачапа пластилинран тĕрлĕ япала ăсталамалла, ÿкермелле, аппликаци тумалла. Шăрçасенчен тĕрлĕ эреш туни, тĕрлени, çĕлени те пулăшать. Мозаика пуçтармалла. Çакăн пек ĕçсем унăн ăс-тăнне аталантараççĕ, тимлĕхне ÿстереççĕ, пĕр вырăнта ларма хăнăхтараççĕ. Ача шкула кайиччен шутлама, вулама вĕренни лайăх, итлеме пĕлмелле. Çакăн пек пултăр тесен вĕсене мĕн пĕчĕкрен кĕнеке вуласа парассине йăлана кĕртмелле. Шкула каякан ачапа малтан медицина тĕрĕслевĕ иртме те манмалла мар. Шкулта çурăм шăммипе куç пуринчен ытла ывăнать, çавăнпа çак органсемпе проблемăсем пур-тăк, ăна халех татса памалла.
Ачана хăйĕн килĕн адресне, килти телефон номерне пăхмасăр калама вĕрентмелле.
Т. КОЗЛОВА,
Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти кĕçĕн классене
вĕрентекен.