АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача сасси пуртан çурчĕ Пуян

24 сентября 2011 г.

Кунсерен çăвакан кĕрхи çумăр япăхтара пуçларĕ. Ача-пăчана та килĕшместех çакнашкал çанталăк. Ялан пÿртре камăн ларас килтĕр. Шăпăрлансене аслисем пылчăк çăрма кăларасшăнах та мар. Кзыл Чишмари Шафигуллинсен çурт умĕнчи карта çине питĕ нумай пушмак çуса хунă: атти те, ботинки те, туфлийĕ те, калушĕ те пур унта. Пĕчĕк размертан пуçласа пысăкки таранах. Кил хуçи мăшăрĕ вĕсене тепĕр май çавăрса хучĕ. Хăшĕ çилпе, хăшĕ вăрттăн пăхакан хĕвелпе типĕ терĕ пулас. Кирлĕскерсем-çке. Çĕр-шыври демографи лару-тăрăвĕ лайăх еннех улшăнса пымасть пулин те çак ялти Шафигуллинсен йăх-тымарĕ сарăлсах пырать. Резида Зиннятовна мăшăрĕпе 4 ача пăхса çитĕнтернĕ. Аслă ывăлĕ Тольяттинче тĕпленнĕ. Хĕрĕ яла качча тухнă. Тепĕр ывăлĕ сарăмсăр вилнĕ. Çурт никĕсне вара Радиса тытса пыма пÿрнĕ. Маларах вăл çемье çавăрса Çĕпрел районĕнче пурăннă. Амăшĕ ватлăхра пĕччен юлсан яла таврăннă.  Куç тулли савăнăç паян Резида аппашăн. Сак тулли сакăр мăнук чупать унăн. Пĕринчен тепри чипер, илĕртÿллĕ, маттур. Чи асли – Рим. Вăл пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленет. Хусанти культура университетĕнче иккĕмĕш курсра вĕренет. Диана та шкул саккинчен кăçал уйрăлчĕ. Професси училищинче повар-кондитер специальноçне алла илет. Ыттисем вара ашшĕпе амăшĕн, асламăшĕн хÿтлĕхĕнче. Айслу пиллĕкмĕш, Рузиле иккĕмĕш, Радие пĕр-ремĕш класа çÿреççĕ. Амиля – пиллĕкре, Ралиня – иккĕре. Айгÿль сăпкара сикет, тăватă уйăхрине пурте юратаççĕ. Çемьере ун умĕнчен пĕр самантлăха та татăлмасăр çын тăма пултараятех. Сĕтел хушшине ирхи апата та, каçхине те саккăрăн кашăк тытса лараççĕ пулин те çурт умĕнче те, картишĕнче те, пÿртре те тирпейлĕ. Аслисем ачисене çакна хăнăхса ÿсме вĕрентеççĕ. Кашни япала вырăнта вĕсен. Пÿрчĕ ăшă. Чÿрече янахĕсенче чечек çеçкисем. Хунямăшĕпе кинĕ пĕр сăмахра пулни те курăнать. Пĕри пÿрт-çуртри, тепри тулти ĕçсене пурнăçлать. Ывăлĕ вара выльăх-чĕрлĕх патĕнче. Ирхине ĕçе ка-йиччен пăхать вĕсене. Кÿршĕ хуçалăхра комбайнпа тĕш тырă çапнă чухне каçхи ĕçсене пурнăçласси мăшăрĕ çине тиенетчĕ-ха.

Шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнать çемье. Çуртне аслăлатнă. Ачисене вĕрентме те майĕ пур. Анчах ялсенче килĕрен ача сасси илтĕнместь-çке. Шкулсем хупăнаççĕ. Малашлăх пур-и-ха; Ку енĕпе Алсупа Радиса ырласах килет. Пахча тулли çимĕç çитĕнтереççĕ, картиш тулли выльăх тытаççĕ вĕсем. Çавна май аш-какай, сĕчĕ-çăвĕ килтех пур. Кишĕрĕ, суханĕ, çĕр улмийĕ те хăйсем çитĕнтернĕскерсем. Пÿрт-çурт ача-пăча сасси пулсан çеç пуян тенĕ мар-и-ха.

Юратнă ĕçĕ те пур Алсу Аделзяновнăн. Парикмахер вăл. Ачисем çамрăкран ялтан тухса çÿреймест. Унăн пулăшăвĕпе усă курас текенсем те йышлă. Ял поселенийĕн администрацийĕ ăна ачисем аталансан ĕç вырăнлĕ тăвас ыйтăвне татса паратех.

Килĕрен пĕр е икĕ ача çитĕнтернĕрен ял урамĕсем шăпланса пыраççĕ. Пĕр класра вĕренекенсене халĕ пÿрнепе хуçса шутласа кăларма пулать. Иртнĕ ĕмĕрте вара кашни шкултах паралеллĕ классемпе вĕреннĕ. Йышлă ача ĕçе хăнăхса ÿсет, тирпее, перекетлĕхе пĕлет. Çакна Шафигуллинсен тĕслĕхĕпе те çирĕплетме пулать.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика