28 сентября 2011 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев ерт-се пыракан делегаци “Единая Россия” партин XXII съезд-не хутшăннă. Çĕр-шыв историйĕнче пуçласа “Единая Россия” çакнашкал анлă форум ирттернĕ. Съездра Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев тата парти лидерĕ Владимир Путин премьер-министр тухса калаçнă.
Съезд ĕçĕн пĕрремĕш кунĕнче çĕр-шыври обществăпа политика тата социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне тишкернĕ. Кун йĕркинчи çак ыйтупа парти, Пĕтĕм Раççейри халăх форумĕн, общество организацийĕсен представителĕсем хăйсен шухăшне пĕлтернĕ. Анлă дискуссие çĕр-шыври паллă çынсем хутшăннă.
Съездра Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думин депутачĕсен кандидачĕсен списокне, “Единая Россия” партин суйлав умĕнхи программине пăхса тухнă.