01 октября 2011 г.
Çĕр çинче темĕнле шăпаллă çын та пур. Пĕрисен пурнăç кал-кал çеç сыпăнса пырать, кăмăллă иртет, теприсен вара пурнăç тăршшĕпех йывăрлăхсене çĕнтерме тивет. Ĕмĕр ирттересси хăнана кайса килесси çеç мар-çке. Кзыл-Чишмари пĕтĕ-мĕшле врач офисĕн уйрăмĕнчи иккĕмĕш хутра ватлăхра çемье ăшшине туяйман е пĕччен пурнăçра йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ кинемейсемпе мучисем пуçтарăннă. Çичĕ ютран йĕркеленнĕ çемьере паян питĕ ăшă, кăмăллă. Уйрăм заведующийĕ И.Егорова каласа панă тăрăх, хальхи вăхăтра вĕсен хÿтлĕхĕнче вун икĕ ватă. Вĕсен хушшинче хĕрарăмĕ те, арçынни те, чăвашĕ те, тутарĕ те пур. Паян тĕрлĕ сăлтава пула ют çын аллине юлнă ватăсем кунти кил ăшшипе питĕ кăмăллă. Вĕсем хăтлă та çутă, таса пÿлĕмсенче пурăнаççĕ. Ватăсене вунă кунта пĕр хутчен мунча хутса çăвăнтараççĕ, кунне виçĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Социаллă работниксем ватăсемпе тăтăшах тĕрлĕ мероприяти, калаçу ирттереççĕ, уявсен ячĕпе саламлаççĕ.
Ватăсен çуртĕнче хăшĕсем икшерĕн, теприсем пĕчченшерĕн вырнаçнă. Эпĕ пÿлĕмре калаçса ларакан икĕ кинемейпе сăмах пуçартăм. Вĕсенчен пĕри сипленетчĕ, система яртаратчĕ. Пуç çаврăннипе аптăрать-мĕн хĕрарăм. Лида аппан пурнăçĕ ытла та пăрăнăçлă пулнă. Вăхăтĕнче вăл Алманчăри ĕне ферминче чунне парса тăрăшнă, ăмăртура яланах малтисен шутĕнче пулнă. Каярахпа улма-çырла питомникĕнче те, больницăра та, хаçат редакцинче те ĕçленĕ. Яланах вăл коллективпа пĕр чĕлхе тупнă. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн çемье пурнăçĕ тем сăлтава пула ăнман . Пĕринпе, тепринпе çемье çавăрса пурăнма тăрăшнă вăл, анчах телей тени йăл кулман. Ачи пулнă пулсанах шăпи урăхла çулпа кайнă пулĕччĕ те çав... Унта та кунта вăхăтлăх кĕтес тупнă хыççăн вара вăл ирĕксĕрех çак çула суйласа илнĕ. Унпа пĕрле пÿлĕмре хуйхи-суйхине пайлакан 83 çулхи кинемейĕн те ватлăхри шăпи пушшех йывăрланнă. Пĕччен хĕрарăма хуçалăха тытса тăма мар, ватлăхра пурăнма та кансĕр. Ялан çынна, кÿршĕ-арша чăрмантариччен тесе вăл та çичĕ ютран йĕркеленнĕ “ çемьене” килнĕ. Ÿкĕнмест кинемей уншăн, мĕншĕн тесен урăхла çул çук. Кунта вара ăна питĕ лайăх пăхаççĕ.
А.НИКОЛАЕВА.