АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас пенси – хамăр алăра

01 октября 2011 г.

Раççей Федерацийĕнчи Пенси фончĕн Чăваш республикинчи уйрăмĕ вĕренекен çамрăксем хушшинче Пенси тата социаллă пĕ-лÿлĕхе лайăхлатас енĕпе селекторлă пресс-конференци ирттерчĕ. Унта массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе вĕрентÿ пайĕн специалисчĕсем те хутшăнчĕç. Малтанах Раççей Федерацийĕнчи Пенси фончĕн Чăваш республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Р. Кондратьева Раççей Пенси фончĕн çÿлерех асăннă темăн вĕ-рентÿ проекчĕн пуçламăшĕпе паллаштарчĕ. “Все о пенсии для учебы и жизни” вĕрентÿ пособине презентацилени çинчен пычĕ сăмах.

Çамрăк чухне, чăнах та, пенси çинчен калаçас та, шухăшлас та килмест пуль. Анчах çулсем сисĕнмесĕр иртеççĕ. XXI ĕмĕрте пенси йĕрки те улшăнчĕ. Çамрăксем хăйсен ватлăхри пенсийĕшĕн паянах тăрăшма пултараççĕ. Мĕле майпа; Шăпах çакăн çинчен пырать вĕрентÿ пособийĕнче сăмах. Унпа шкулта пĕлÿ пухакансене паллаштараççех. Ĕç ытларах класс ертÿçисем, истори, обществознани предме-чĕсене вĕрентекенсем çине тиенет. Ачасен пулас пенсийĕн капиталĕ пирки ашшĕ-амăшĕ пĕлни те вырăнлă.

Вĕрентÿ пособине çăмăл чĕлхепе çырнă. Пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленекенсене кайран ĕç укçинчен пенси фондне взнос куçаракан организаци-предприятине ĕçе вырнаçсан вырăнлă пулнине палăртнă. Ĕç паракан çын хăйĕн тивĕçне йĕркеллĕ туса пырсан тивĕçлĕ канăва тухаканăн пурнăçĕ аванах пулĕ. Пенсин пухăнса пыракан пайĕ çинчен ăнлантарни те вырăнлă.

Вĕрентÿ пособийĕн вĕ-çĕнче тест ыйтăвĕсем пур. Вĕсене хуравлани ачан пенси тата социаллă пĕлÿлĕх шайĕ мĕнле пулнине çирĕплетме май парать.

Республикăри çамрăксен политика тата вĕрентÿ министрĕн çумĕ С. Петрова налук, пенси системисен специалисчĕсемпе вĕренÿ учрежденийĕсем тачă çыхăнура пулнине палăртрĕ. Пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекенсене çĕнĕлĕхсемпе паллаштарни вырăнлине каларĕ. Методика сĕнĕвĕсем пур. Вĕсене шкулсене çитереççех. Ачасене пенси пирки тĕплĕнрех ăнлантармашкăн семинарсем йĕркелеме сĕнчĕ.

Малашне ку енĕпе сочиненисен конкурсĕсем пулĕç. Олимпиадăсем йĕркелĕç. Çĕнтерÿçĕсем парнесене тивĕçĕç.

Асăннă вĕрентÿ проектне пурнăçа кĕртес ыйтупа пресс-конференцинче Раççей Пенси фончĕн Шупашкарти, Йĕпреçри уйрăмĕсен ертÿçисем калаçрĕç. Ыйтусен хуравĕсене Р. Кондратьева пачĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика