01 октября 2011 г.
Аслă Чемен ял поселенийĕнче пурăнакансем пĕр спорт мероприятине те хутшăнмасăр юлмаççĕ. Наци кросĕнче чупма кăмăл тăвакансем те сахалăн пулман. Уйрăм чупакансенчен К. Сидуков, К. Фролова, Ф. Антонов, О. Разина, В. Дубинин, А. Семенова, А. Кадушкин, М. Самделова, Н. Зотова çĕнтерчĕç. 11 классра вĕренекен Ф. Япаров, Н. Капитонов, А. Кошелев, Е. Кадушкин тата В. Яганов та чăн-чăн спортсменсем пулнине çирĕплетсе панă.
Уйрăм организацисенчен яланхи пекех “Хунав” ача садĕнче вăй хуракансем пысăк активлăх кăтартнă.
Сидуковсен çемйи ырă тĕслĕхлĕ. Кĕçĕнни – Денис çулталăкра çеç пулин те старта тăнă. 4, 6, 8 “а”, 11 классем пуринчен йышлăн хутшăннă.