01 октября 2011 г.
Чăваш патшалăх технадзорĕ тата ПАИ республикăра “Трактор” операци ирттернĕ.
Ăна патшалăх тĕрĕсле-вĕ витĕр тухман, тивĕçлĕ орган регистрацилемен техникăна палăртас, кивĕ машинăсене тимĕр-тăмăра ăсатас тĕлĕшпе шутран кăларас, çĕмрĕк машинăсемпе усă курма чарас тĕллевпе йĕркеленĕ. ПАИпе технадзор инспекторĕсем кашни район-хулара пĕрлехи тата уйрăм рейдсем ирттернĕ, мĕн пурĕ 2123 техникăна тĕрĕсленĕ.