Салам, ентешĕм
«çапла калать Юлия Силэм унпа тĕл пулмассерен ачаш та йăваш сассипе. Курсассăнах “Салам, ентешĕм” тесе ыталаса илет. 60 çула çывхарса пыракан, Чăваш Республикинче анчах мар, Раççей Федераци шайĕнчи паллă çыравçă мана хăйĕн çывăх çынни вырăнне хурса калаçни питĕ тĕлĕнтерет те, савăнтарать те.
Пĕр-пĕр çĕнĕ кĕнеке презентаци-йĕнче е Чăваш Наци Конгресĕн канашлăвĕнче, писатель-поэтсен юбилейĕсенче эпир унпа тăтăшах курнăçатпăр. Акă, нумаях пулмасть çултан çул пулакан “Литературная Чувашия: книга года” конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕнче тĕл пултăмăр. Ун пек чухне хамăр район çыннисем яланах пĕрле çÿреме тăрăшатпăр. Хальхинче те В.Кервен, Ю.Силэм тата эпĕ наци библиотекинчен тухса пичет çурчĕ патне çитичченех çуран утрăмăр. Çанталăкĕ питĕ лайăхчĕ те троллейбус çине ларса тĕркĕшес темерĕç ентешĕмĕрсем. Çур сехет хушшинче вĕсемпе юнашар пулса эпĕ мĕн чухлĕ çĕннине, интереслине, ыррине пĕлмерĕм-ши; Икĕ паллă çыравçă хăйсен çамрăклăхне хаваспа аса илсе пыни манăн чунра лайăх туйăмсем, шухăшсем вăратрĕç. Ахальтен мар ваттисем: “Кампа туслашан, çавăн пек пулан”, – тенĕ. Ырă çынран – ырри, усаллинчен усалли куçать.
Манăн сăмахăм РФ писательсен союзĕн членĕ (1992 çул), “ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ” (1998), Санкт-Петербургри наукăпа искусствăн Петровски академийĕн членĕ, Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ Юлия Александровна Силэм (Смирнова) çинчен пулассине хаçат вулаканĕсем ăнланчĕç пуль тетĕп.
Юлия Силэм(ÿкерчĕкре) 1951 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралнă. Кунтах вăтам шкул пĕтернĕ. Унтан Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă.
Вунă çулта чухнех литературăпа интересленме пуçланă. Нумай вуланă, кĕске калавсем, каярахпа статьясемпе очерксем çырнă. Уйрăмах Патăрьел район хаçачĕпе тачă çыхăну тытнă.
– Хаçат тухасса чăтăмсăррăн кĕтеттĕм, кашни номере тишкереттĕм. Хамăн статьяна курсан чунтан хĕпĕртеттĕм, туххăмрах теприне çырма лараттăм. Ун чухне тата почта урлă гонорар ярса паратчĕç, çакă та хавхалантаратчĕ. Шкулта учительсем тĕрлĕ темăпа çырма ыйтатчĕç. “Юля, кун пирки çырса яр-ха”, тени те пулнă. Çакă çырассине тата та ытларах вăйлатрĕ. Эпĕ хамăн материалсене çавăн пекех тата “Пионер сасси” (халĕ “Тантăш”) хаçатра, “Ялав” журналта пичетленĕ, – тесе каласа парать Юлия Александровна.
Ентешĕмĕрĕн пĕрремĕш калавĕсем шкул учебникĕсене кĕнĕ. “Кăвак сурăх”, “Шак-шак-шак”, “Чип-чип-чип”, “Путене тытрĕ”, “Килнĕ чух илĕпĕр” тата ытти кĕске калавĕсене ачасем юратса вулаççĕ.
Паян Юлия Силэм – паллă проза ăсти. Юлашки çулсенче вăл аслисем валли паха произведенисем çырчĕ: “Йÿле кăмăл”, “Пумилкке”, “Тулли пучахсем”, “Кил”, “Ывăçри çăлтăр” – калавсем, “Амăшĕсем”, “Чĕре çинчи çĕвĕсем”, “Мăкăньпи”– повеçсем.
Халиччен унăн “Кăвак сурăх” (1982 çул), “Пылпа çăкăр” (1988), “Юр çинчи кăвайт” (1990), “Хĕрĕхри хĕр” (1993), “Академик Василий Николаев”, “Страницы жизни” (1997), “Çылăхлă хĕрарăм” (1999), “Чун уçăлнă самант” (2001), “Иккĕн” (2001), “Богиня веста” (2011) кĕнекисем тухнă. Унăн произведенийĕсене вырăс, тутар, пушкăрт, çармăс чĕлхисене куçарнă.
Н.МАЗЯКОВА.