АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИРТНĕ КУНСЕНЕ ТИШКЕРНĕ МАЙ

01 октября 2011 г.

Авăн уйăхĕнче 75 çул тултартăм, хам утса тухнă ĕçлĕ пурнăçа тăвансемпе, юлташсемпе пĕтĕмлетрĕмĕр. Юбилей ячĕпе Украинăран, Иркутскран, Мускав, Саранск облаçĕсенчен килнĕ хăнасем, Патăрьел райо-нĕнчи моряксен пĕрлĕхĕн пуçлăхĕ А.Казенов юлташĕсемпе киле килсех саламларĕç. Çапла чыслани пĕр савăнтарчĕ, пĕр хурлантарчĕ. Хĕпĕртемелли – сывлăхлă пулни. 35 çул сывă пурнăç йĕркине тытса пыратăп, ял-йышпа, тăвансемпе килĕштерсе пурăнатăп. 38 çул халăхпа ĕçлеме тиврĕ, вăрçăнмалли те пулнă пуль ĕнтĕ, анчах çилле хăваламан, кÿренмелли сăмахсемпе усă курман тесе шухăшлатăп. Пулăшу ыйтакансене те яланах алă тăсса панă. Отчет тума, шалу шутлама миçе çынна вĕрентмен-ши; Хăшĕ-пĕри паян та тав тăвать. Сăмахран, Антонина Капитоновăна, 7 класс вĕреннĕскере, сысна фермине ертсе пыма шансан отчетсем тума пулăшма пултăм. Хам сăмаха тытрăм. Вăл ферма заведующинче 26 çул ăнăçлă ĕçлерĕ.

Ватлăх кунра ялта та пурте хисеплесе алă параççĕ, тĕрлĕ ыйтăва татса пама канаш ыйтаççĕ. Хам пĕлнине яланах каланă. Шкул ачисене йăх, тăван тавралăх, ялти паллă çынсем çинчен сочинени çырма, район энциклопедине хатĕрленĕ, Л.Раськинăн “Первопроходцы и последователи” кĕнекине кăларнă чухне те пулăшнă. Çамрăкран ялта пурăннăран тата ĕçленĕрен хуçалăхра лайăх вăй хунипе палăрнă тата сумлă ентешсем пирки районта тухса тăракан “Авангард” хаçатра статьясем çырса хавхалантартăм. Обществăлла ĕç-сенчен те айккине юлман. Пĕр вăхăтра вĕсем çиччех çитнĕччĕ. Чылай çул вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашне ертсе пытăм, районти халăх сучĕн заседателĕнче те тăрăшрăм.

Мăшăрăмпа икĕ ывăлпа икĕ хĕр ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр, виççĕшне аслă пĕлÿ илме пулăшрăмăр. Халĕ пурте çемьеллĕ, яваплă ĕçсенче вăй ху-раççĕ.

Б.КОШКИН.

Нăрваш Шăхаль.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика