01 октября 2011 г.
Платонида Леонтьевна çак кунхине те кăвак çутăпа пĕрлех вăранчĕ. Ватлăхра ыйхă та килмест-çке. Çĕр каçа вара вăл шухăшпа таçта та вĕçсе çитрĕ, пурнăç пăрнăçĕнчи йывăрлăхсене, ĕмĕр тăршшĕпе утса тухнă сакăлталлă тапхăрсене тепĕр хут канваласа тухрĕ. 95 çулхи кинемейĕн вара аса илмелли, каласа памалли пайтах. Патăрьелĕнче пурăнакан П. Яковлева - Ичанкинăна район центрĕнче пурăнакансем чылайăшĕ хисеплĕ те кăмăллă, хăйĕн ĕçне чун-чĕререн юратнă учитель пулнипе пĕлеççĕ. Çитĕннисене, ачасемпе çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парас, вĕсене пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме пулăшас тĕллевпе 45 çул тăрăшнă Платонида Леонтьевна!
Ачалăхĕ унăн кăвак чечек хушшинче çеç сиксе çÿресе иртмен. Хĕрача ури çине ĕне çамрăклах пуснă. 5-6 çултах вăл амăшĕпе, Ульяна Емельяновнăпа тырă вырма утнă. Çемьере асли пулнăран, çурлине те, çавине те маларах тытма тивнĕ. Кăштах ÿсерехпе аслисемпе юнашар тăрса йĕтем çинче тирпейлĕн купаласа хунă кĕлтесене тăпачăпа çапнă. Хĕр пулнă тапхăрта сухапуç хушшине те тăнă. Платонида хуçалăхри нимĕнле ĕçрен те хăраса, сехĕрленсе тăман. Хăй çеç мар, юлташĕсене те çаплах харсăр пулма вĕрентнĕ вăл. Хĕрачан çамрăк чухнех ăшра организаторла пултарулăх тĕвĕленнĕ. Çав сăлтавпах ĕнтĕ вăл хăй ирĕкĕпе тата пуçарулăхĕпе колхозра маттур ĕçлекен çынсем пирки стена хаçачĕ кăларса тăнă. Ял çыннисем хаçат кăларăмĕсене чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Çавăн чухнех хĕрачан творчествăри пултарулăхĕ палăрма пуçланă. Шăмалакри (Елчĕк районĕ) колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен (ШКМ) çичĕ класс вĕренсе тухсан Платонида Чĕмпĕре, агроном пулма техникума вĕренме кĕнĕ. Икĕ çул çак специальность вăрттăнлăхне илнĕ хыççăн вĕренÿ учрежденине салатса янă. Хыпăнса ÿкнĕ хĕрача тÿрех тăван ялне таврăннă. Телее, шкулта та лайăх вĕреннĕскерне, çийĕнчех Шăмалакри пуçламăш класс учительницин ĕçне сĕннĕ. Çакăнтан вара унăн педагогика каçалăкĕнчи ĕç стажĕ пуçланнă. Ун хыççăн учитель пулас ĕмĕтпех Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме кĕнĕ, унта куçăмсăр майпа пĕлÿ илсе дипломлă пулнă.
Çамрăксен çемьеллĕ пурнăçĕ те кал-кал пуçланман. 1937 çулта вăл Кивĕ Улхаш (Чĕмпĕр облаçĕ) каччипе пĕрлешнĕ. Çĕр-шывшăн синкерлĕ тапхăрта кĕтмен-шутламан çĕртен мăшăрĕн ашшĕне арестлесе ссылкăна илсе кайнă. Пĕр каçра сăлтавсăрах çичĕ çынна айăпланă. Черет ачисенче, тăванĕсенче пулнă чухне вĕсем мăшăрĕпе, Александр Назаровичпа Таджикистана тухса кайнă. Тепĕр çултанах çемье пуçлăхне çар хĕсметне кайма ят тухнă. Каярахпа вăл Аслă вăрçа çакланнă, унтан вара таврăнайман. Çамрăк ачапа тăрса юлнă Платонида Леонтьевнан шăпи каллех татăлнă. Пĕччен юлнă пулин те çичĕ ютра тымар яма шухăшламан, каялла çав çулпах тăван яла таврăннă. Малтанах пĕр шкулта ĕçлесе тĕпленме май килмен учительницăн. Шăпа ăна Кивĕ Катеке те, Алманчăна та, Яманчурелне те илсе çитернĕ. Кашни коллективрах вăл ырă та ăшă йĕр хăварнă. 1950 çулта Семен Ильичпа çемье çавăрсан, педагогика стажĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкулта пĕр татăлмасăр малалла тăсăлнă. Йывăрлăхсем вара пурпĕрех пулнă. Тăкăс та хăтсăр шкул хваттерĕнче çемьене пурăнма çăмăл пулман. Пысăк та аслă шкулта ĕçлеме учительницăшăн пĕлÿ çителĕксĕр туйăннă. Çамрăк ачасем пулнине пăхмасăрах П. Ичанкина учительница малтан куçăмсăр майпа Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрсе диплом илнĕ. Ун хыççăн çемьери йывăрлăхсене пăхмасăр Шупашкарти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Çакăн хыççăн вара Платонида Леонтьевна хăйне тулли квалификациллĕ специалист пек туйнă. Чун-чĕререн парăннă вăл хăйĕн специальноçне. Педагог хăйĕн ĕçĕнче тивĕçлĕ канăва каичченех тăрăшнă. Çакă уншăн – чи пысăк телей. Вăл çеç те мар. Чи пысăк телей – 95 çул тултарса та ачасен амăшĕ, мăнукĕсен кукамăшĕ, асламăшĕ сывлăхлă пулни. Ĕç ветеранĕ паян та пĕрле пурăнакан Ирина хĕрĕн çемйипе улма-çырла, çĕрулми, ытти пахча-çимĕçсĕр пуçне арбуз, дыня çитĕнтерет, хĕрĕх çул ытла качака усрать, вĕлле хурчĕсене тытса унăн сăваплă пылĕпе усă курать, сипленет. Хăйсем çитĕнтернĕ çимĕçе ачисене, мăнукĕсене, мăнукĕн ачисене ас тивтерет. Çакă вара çĕр çула капашлакан ача амăшĕшĕн тата пысăкрах телей.
А.ЕГОРОВА.