05 октября 2011 г.
Ячĕ уПурнăç саккунĕ çапла: ачисен ашшĕ-амăшĕн вил тăприне таптамалла. Шел, анчах хăш-пĕр чухне урăхларах пулса тухать. Хирти Пикшикре пурăнакан Камалетдиновсем те Фирдус ывăлĕ çуралсан ăна вăрăм кун-çулпа телей пилленĕ, салтака кайма çулĕ çитсен пыл çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăнма сунса ăсатнă. Кĕтсе илеймен вĕсем ăмăрт кайăк пек ывăлне, Чечен вăрçи унăн пурнăçне вăхăтсăр татнă. 1995 çулхи çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче, шăпах тĕнче илемленнĕ чухне, Камалетдиновсем патне хурлăхлă çыру çитнĕ. Зуфар ывăлĕ шкул пĕтерни пирки аттестат илмелли кун Фирдусăн ÿтне хунă цинк тупăка илсе килнĕ. Савăнăçа хурлăх хупланă.
Камалетдиновсен çемйине них-çан пирчейми хуйхă кĕнĕренпе 16 çул иртрĕ, ашшĕпе амăшĕ паянчченех ывăлне аса илмессерен куççуль юхтараççĕ. Ăна асра тытса çуллен районта нарăсăн 23-мĕшĕнче кĕрешес енĕпе ăмăрту иртет. Фирдус ячĕпе Хирти Пикшик шкулĕнче пĕр класс, ялта урам хисепленсе тăрать, çавăн пекех вĕрентÿ учрежденийĕнче мемориал хăми те пур. Авăнăн 30-мĕшĕнче вара Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнĕ салтаксене асăнса лартнă палăк çумĕнче Паттăрлăх орденĕпе Суворов медальне тивĕçнĕ каччăна хисеплесе тунă палăк уçăлчĕ. Ăна Камалетдиновсем хăйсен ывăлне чысласа кăна мар, Чечен вăрçинче ĕмĕрлĕхе куçне хупнă ытти салтаксен ячĕпе те, çĕр çинче яланах мирлĕ пурнăç хуçалантăр тесе те лартнă. Палăка уçнă çĕре райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, экологи, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ М.Калмыков, Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствин уйрăм составĕпе ĕçлекен управленин начальникĕ И.Шулгов, Тутар Республикинчи çар комиссариачĕн Апастов тата Кайбици районĕсен уйрăмĕн начальникĕ И.Паймурзин, Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен пай пуçлăхĕ В.Ляшенко, Хирти Пикшик ял поселенийĕн пуçлăхĕ З.Алигберов, Камалетдиновсен çемйин тусĕ, Хусанти “Алсу–строй” фирмăн директорĕ А.Низамутдинов, Хирти Пикшик шкулĕн директорĕ Н.Хуснетдинов, Фирдусăн класс ертÿçи З.Земдиханова, ашшĕ – А.Камалетдинов, пĕрле службăра тăнă юлташĕсем – Р.Бикташевпа И.Шарафиев, тăванĕсем, ял çыннисем, шкулта вĕренекенсем, вĕри точкăсенче пулнисем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Тухса калаçакансем пурте вăрçă кирлĕ маррине, Фирдус ячĕ халăх асĕнче упраннине палăртрĕç. Класс ертÿçи каланă сăмахсем кашнин чĕрине ыраттарчĕç, куççуль кăларчĕç: “Манпа пĕр класра вĕреннĕ ачасем Афганистанра сужбăра пулчĕç. Эпĕ вĕрентнĕ ачасем вара Чечен вăрçине лекрĕç. Манăн питĕ салтака кайнă ачасене унтан чĕрĕ-сывă таврăнтарас килет”.
А.Камалетдинов Фирдуса асăнса лартнă палăка уçма хутшăннă, пулăшу кÿнĕ çынсене тав турĕ. Унтан мероприятие килнисем икĕ палăк умне те чечексем хучĕç. Çеçкесем хăрĕç те пĕтĕç, вăхăтсăр вилнĕ яш каччă ячĕ вара ĕмĕрлĕхех халăх асĕнче юлĕ.
О.ПАВЛОВА.