05 октября 2011 г.
Тĕнчери чи çывăх çын – анне. Вăл ура çине тăратать, пурнăçăн анлă çулĕпе çирĕппĕн утма хăнăхтарать. Вĕренекенсемшĕн шкулти учитель те анне вырăнĕнчех. 22 çул шкулта вăй хурать Н. Кошелева. Çак ялти пĕлÿ çуртĕнчех вĕреннĕ хăй те. Алла аттестат илнĕ хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи ют чĕлхесен факультетĕнче пĕлĕвне малалла ÿстернĕ. Халĕ Надежда Васильевна хăй вĕрентнĕ ачасен ачисене пĕлÿ парать. Вăл чунĕпех шкула парăннă. Ир-ирех кунта килсе миçере каять-ши; Уроксене çĕнĕ технологисемпе усă курса компьютерпа ирттерет. Надежда Васильевна хăйĕн ырă куçĕпе ачасем доска умĕнче тĕрĕс хуравланине, урокра пĕр-пĕрне çунатлă “çырусем” янине те курать, начар ĕçсемшĕн вăрçма васкамасть. Палăри-палăрми куллине курсан вĕренекенсен пичĕ хăех хĕрелет.
Унăн лăпкă, уçă сасси макăракан ачана та лăплантарать, акăлчанла тĕрĕс хурав паракана та хавхалантарать. Вĕрентекенĕн кашни сăмахне асра тытас килет. Ачасен сăн-пичĕ те çутăпа çиçет.
Надежда Васильевна педагог пулмах çуралнă. Анлă тавра курăмлă çын вăл. Унсăр паян майĕ те çук. Маттур учитель сăн ÿкерчĕксемпе те интересленет. “Авангард” хаçатпа та питĕ туслă. Пушă вăхăт тупăннă- тупăнманах хаçата валли заметка çырма ларать. Ачасемпе тĕрлĕ конкурса, мероприятие хастар хутшăнать. Вĕренÿре унăн ачисем яланах малта. Кружок занятийĕсем те питĕ интереслĕ те кăсăклă иртеççĕ ун па-тĕнче. Çулталăкне миçе конкурса хутшăнмасть-ши вăл; Час-часах малти вырăнсене тата лауреат ятне тивĕçет. Шухăшĕсем тăкăнса тăраççĕ тейĕн.
Хăйĕн саккăрмĕшсене чунтан юратать, паллах. Çулталăкне миçе хутчен похода, экскурсие каймаççĕ-ши вĕсем; Ачасен тавра курăмĕ аталантăр тесе пĕтĕм вăй-халне парать. Вĕренекенсем те ти-вĕçлипе тавăраççĕ, унпа мухтанаççĕ. Шкулти мĕн пур мероприятире Надежда Васильевна ачисемпе юнашар. Çавăнпах пулĕ класĕ те маттуррисен шутĕнче. Пуринчен ытларах вара Надежда Васильевнăна Л. Антоновăпа А. Кадушкин пулăшса пыраççĕ. Пĕр-пĕр спорт вăййи е инсценировка кăтартмалла-и – класс ертÿçи шăпăрлансене хавхалантарать, пĕрле вылять. Ашшĕ-амăшĕпе те тачă çыхăну тытать. Хисеплеççĕ ăна вĕсем.
Пĕр коллективра ĕçлекен учительсенчен час-часах илтме пулать: “Мĕнле ывăнмасть-ха вăл;” Надежда Васильевна вара: “Чунтан юратса, кăмăлласа тунă ĕç çеç ывăнтармасть, йăлăхтармасть”, – тет.
Ачасен пурнăçĕ савăнăçлăрах ирттĕр тесе пултарулăхне шеллемест. Пĕл-терĕшлĕ уявсене яланах класри ачасемпе паллă тума тăрăшать.
Пыл хурчĕ пек ĕçчен пулнăшăн, пурнăçра ырă та тÿрĕ кăмăллă, çирĕп чунлă та савăк пулнăшăн, пурне те пулăшма пултарнăшăн Н. Кошелевăпа ачасем савăнаççĕ.
Ун çине пăхатăн та, çултан-çул çамрăкланса пынăн туйăнать. Чăнах та, ачасем хушшинче çын нихăçан та ватăлма пултараймасть. Вăл чунĕпе яланах çамрăк. Çепĕç чĕл-хеллĕ, пур енлĕ пултаруллă вĕрентекен Надежда Васильевна.
Л. ЧЕГАЕВА,
Аслă Чементи шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ.