АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха апат – сывлăх çăлкуçĕ

08 октября 2011 г.

Юлашки çулсенче ирттернĕ тĕпчевсем вĕрентÿ учрежденийĕсене çÿрекен ачасен апатланăвĕнче хăш-пĕр çитменлĕхсем пуррине тупса палăртнă. Уйрăмах С, А, В1, В2, В витаминсем, тимĕр, кальци, йод çитменни пăшăрхантармаллах. Вĕсем ачасен аталанăвне витĕм кÿреççех, тĕрлĕ чир-чĕр пуçламăшĕ те пулма пултараççĕ. Ачасемпе çитĕнекен ăру йĕркеллĕ ÿстĕр тесен пахалăхлă апат çитермелле. 3-7 çулсенчисенне чĕрчун белокĕ хушмалла. Вĕсем аш-какайра, пулăра, çăмартара, сĕт продукчĕсенче пур. Белоксем 10-15 процент, çусем – 30-32 процент, углеводсем 55-60 процент пулмалла. Çăкăр-булка та çителĕклĕ кирлĕ. Ачасен ирхи апачĕ куллен кирлĕ паха çимĕçĕн 25 процентĕнчен, кăнтăрлахи – 35, ун хыççăнхи 15 процентĕнчен, каçхи 25 процентĕнчен тăмалла. Кунне тăватă хутчен апатланмалла. Вĕсенчен виççĕшне вĕри апат çитермелле.

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче Роспотребнадзор органĕпе сÿтсе явса çирĕплетнĕ икĕ эрнелĕх меню пулмалла. Унта пурне те шута илмелле. Çăкăра, сĕте, аш-какая, çăва, сахăра, пахча çимĕçе кулленхи рациона кĕртмелле. Пулă, çăмарта, чăкăт, хăйма эрнере 2-3 хут панипе те килĕшмелле. Пĕр йышши апата кунне темиçе хут е кашни кун парассинчен хăтăлмалла.

Ачасене вĕрентÿ учрежденийĕсенче тортсем, пирожнăйсем, аш-какайпа, чăкăтпа пĕçернĕ икерчĕсем, аш-какайпа, çăмартапа хатĕрленĕ макаронсем, сутĕнсем, квассем, сивĕ шывпа хатĕрленĕ ĕçмелли пылак япаласем, сивĕ яшкасем, кăмпаран хатĕрленĕ çимĕçсем памалла мар. Кетчупсем, консервăсем, маринадланă пахча çимĕçсем те ачасен апачĕ ан пултăр.

Çемьере те ача апачĕн пахалăхĕ çине тимлĕх уйăрмаллах. Вĕрентÿ учрежденийĕннипе килĕшÿллĕрех пулни вырăнлă. Унта çитмен витаминсене килте çитерме май пултăр тесе тăрăшмаллах.

Паха апат сывă та тĕреклĕ ачасем ÿстерсе çитĕнтерме пулăшнине пурин те пĕлмеллех.

Н. СЕРГЕЕВА,

Роспотребнадзор управленийĕн районти территори пайĕн

начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика