АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çитмен ачасене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă

08 октября 2011 г.

Çулталăк пуçланнăранпа халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр районти 11 организаци-учрежденипе çул çитмен ачасене ĕçпе тивĕçтерес пирки килĕшÿ тунă. Унпа килĕшÿллĕн 14-18 çулсенчи 446 ача вĕренÿрен ирĕклĕ вăхăтра ĕçсене вырнаçнă. Çак пĕчĕк мар ушкăнри пысăк пайĕ – 93-шĕ – нумай ачаллă, иккĕшĕ тулли мар, 111-шĕ сахал тупăшлă çемьесенчен.

Çул çитмен ачасенчен йĕркеленĕ бригадăсем хăйсене юрăхлă ĕçсенче тăрăшнă: ялсене тирпей-илем кĕртнĕ, шкул территорине йывăç лартнă, палăк йĕри-таврашне йĕркене кĕртнĕ, ветерансемпе тыл паттăрĕсене пулăшнă тата ытти те.

Ĕçне кура ачасене шалу та тÿлеççĕ. Вăл 850-1275 тенкĕ. Çулталăк пуçланнăранпа вĕсене çак тĕллевпе 263377 тенкĕ укçа панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика