08 октября 2011 г.
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕшĕн юпа уйăхĕ кăмăллă пуçланнă. Кĕр мăнтăрĕпе Çырăнтару керменĕнче ĕçлекенсен харăсах çут тĕнчене килнĕ çичĕ пепке ячĕпе çуралнине ĕнентерекен свидетельствăсене ашшĕ-амăшне парнеленĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сас панă 350-мĕш пепке те вĕсен шутĕнчех.
Дмитрий Самакин, Адиля Айнетдинова, Евгения Фомина, Егор Кляжев, Евгений Викторов, Глеб Волков, Ильяс Низаметдинов – районăн чи пĕчĕк гражданинĕсем. Вĕсенчен тăваттăшĕ Патăрьелĕнчен, ыттисем вара Шăнкăртам, Çĕньял, Сăкăт ялĕсенчен. Районăн пулас пикисемпе пăхаттирĕсене ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем çирĕп сывлăх суннă.