08 октября 2011 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕрентĕве çĕнĕлĕхсем кĕртсех тăраççĕ. Акă кĕçĕн классенчи учительсем – А. Михайлова, О. Паймукова, С. Урукова, Л. Максимова – çĕнĕ стандартпа ĕçлеççĕ, ыттисене те хăйсен опычĕпе паллаштараççĕ. Учительсен уявĕнче, юпан 5-мĕшĕнче, А. Михайловăпа С. Урукова район, республика шайĕнче уçă уроксем ирттерчĕç. Вĕсен ĕçне ЧР вĕрентÿ институтĕнчи педагогика наукисен кандидачĕ, доцент А. Кульева, филологи наукисен кандидачĕ, доцент А. Рыбакова пысăка хурса хакларĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенчен килнĕ кĕçĕн классене вĕрентекенсем те урокра çĕнĕлĕхсемпе усă курнине, интереслине палăртрĕç.
С. Урукова (ÿкерчĕкре) 3б класра вĕренекенсемпе математика урокĕнче сывлăх формулине тупрĕç, тăван тавралăха та тĕпчерĕç. Ачасем кăсăкланса примерсемпе задачăсем шутларĕç.
Пĕрремĕш шкулти педагогсене ЧР вĕрентÿ институчĕ шкул çулне çитменнисен тата пуçламăш вĕрентÿ кафедрипе 2010-2011 вĕренÿ çулĕсенче тачă çыхăну тытнăшăн, кĕçĕн классене вĕрентекен учительсемпе квалификацине ÿстерекен курссенче “Пуçламăш вĕрентÿри проект мелĕсем» программăпа килĕшÿллĕн “Кĕçĕн классенчи проектăн ĕçĕ-хĕлĕ” темăпа мастер-класа ирттернĕшĕн тав тунă.
О. ПАВЛОВА.