08 октября 2011 г.
Паянхи çитĕнекен ăру тĕрлĕ вăхăтра пулса иртнĕ вăрçă пирки историне çырăнса юлнисенчен çеç пĕлет. Синкерлĕ тапхăрта вут-çулăм витĕр тухнисем вара ун пирки хăйсем курнине, чăтнине каласа параççĕ. Çав сюжетсем манăн асăмра та юлнă. ...Вăрçă пуçлансан нимĕн сăлтавсăр тăшмансем пассажирсен поезчĕ çине бомбăсем пăрахнă, пĕр вагон юлмичченех аркатнă. Çынсен урисем, аллисем, алăри ачасем электричество пралукĕсем çинче çакăнса тăнă. Вĕсем çине пăхма хăрушă. Сывă юлнисен ăçталла тармаллине те пĕлмелле мар.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ашшĕсĕр, амăшĕпе çеç юлнă нумай ачаллă амăшĕсене мĕнле йывăр пулнă-ши; Ачасем пĕрин хыççăн тепри выçăпа касăхса вилнĕ. Çемьене тытса пырас тесе çынсем крахмал пуçтарнă, вăрмана мĕн те пулин çимелли пуçтарма кайнă. Хавшаса çитнисем вара çавăнтах выртса юлнă. Ман чĕрене чуна ыраттаракан пĕр тĕслĕх çырăнса юлнă. 10-12 çулхи ача пĕр хуçалăха кĕнĕ те, выçăскер кункăра çинчи çăнăха çиме пикеннĕ. Кил хуçи ăна курсан çийĕнчех ял советне илсе кайнă, ача çăнăх вăрлама кĕнине ĕнентернĕ. Çак пăтăрмах хыççăн вăл вăхăтри йĕркепе ачана тытаççĕ те саламатпа çара ÿт çийĕн хĕнеççĕ, “Эп çăнăх вăрларăм” тесе кăшкăрттарса çÿреççĕ. Питĕ хăрушă йĕрке пулнă-çке! Чăн малтанах – питĕ пысăк намăс, тепре – чăтма çук ыратать. Темĕнле майпа çак ача вĕçерĕнсе тарса ÿкнĕ, ялтан пачах куçран çухалнă...
Пуçра çырăнса юлнă тепĕр сюжет та хăрушă. Ашшĕсĕр юлнă пысăк çемьери 4-5 çулхи ача çĕрле çиес килнипе вăранса кайнă та урама тухнă. Çак хушăра ун патне кÿршĕсен йытти тухнă та вĕсем иккĕшĕ выляса кÿршисен картишнех кĕрсе кайнă. Кайран вара пĕчĕк ача, ывăнса çитнĕскер, вĕсен лаççинче апат пĕçерекен хуран айĕнчи ăшă кĕл çине выртнă та çывăрсах кайнă. Кăштах вăхăт иртсен кил хуçи пĕчĕк хапхи шăкăлтатса сас парса тăнипе вăраннă, вăрă-хурах мар-ши тесе урама тухнă. Кĕл купи çинче хытса кайнă пир кĕпепе çеç çывăракан ачана ярса илеççĕ те урама сĕтĕрсе тухаççĕ. Пĕчĕкскере пĕр хĕрхенмесĕр çара ÿтрен çаптараççĕ-çаптараççĕ те сывлăм ÿкнĕ йĕпе вĕлтĕрен ăшне ывăтаççĕ... Унтан туртса кăлараççĕ те татах хĕнеççĕ... Ватă кинемей хута кĕнĕрен çеç мăнтарăн ачи сывă юлать.
Выçлăх çулсенче те, вăрçă вăхăтĕнче те çакнашкал тĕслĕхсем пайтах пулнă. Çынсем, пĕчĕк ачасем тăраниччен çăкăр та çиеймен, ăшă тумпа çие те питĕреймен. Пурăннă, чăтнă, ырра ĕмĕтленнĕ...
Паян, паллах, эпир кăмăллă пурнăçра пурăнатпăр. Ырлăхра тесен те йăнăш мар. Çавăнпа та çамрăксен çакна ăша хывса шкултанах лайăх вĕренмелле, ĕç вырăнĕнче тăрăшса ĕçлемелле. Çакă вара пирĕн пурнăçшăн кĕрешсе, çапăçса пуç хунисемшĕн пысăк парне пулĕ.
А. ЛЕОНТЬЕВ.
Патăрьел ялĕ.