АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумайлăха асра юлĕ

08 октября 2011 г.

Çÿл тÿпене, çăлтăрсем патне çĕкленсе, космоса виççĕмĕш парăнтарса А. Николаев пĕтĕм чăваш халăхне чапа кăларчĕ. Андриян Григорьевич пин-пин ачашăн кумир пулнă. Эпир те шкулта унăн ырă тĕслĕхĕпе вĕреннĕ. 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне пирĕн отряд сылтăм флангрисен ятне çĕнсе илнĕччĕ. Уншăн пире А. Николаев тăван тăрăхне кайма тÿлевсĕр экскурси йĕркелесе панăччĕ. Унтанпа 31 çул иртнĕ пулин те Шуршăл асрах. Музейра пулни, унти экспонатсемпе паллашни... Чи асра юлмалли самант вара ентешĕмĕрĕн амăшĕпе – Анна Алексеевнăпа курнăçни. Пире вăл килĕ умĕнче тарават кĕтсе илчĕ, ывăлĕн ачалăхĕ, космоса вĕçни çинчен каласа пачĕ. “Андриян сирĕн пекех пулнă. Мĕн пĕчĕкрен космонавт пулма ĕмĕтленнĕ”, тени асрах. Юлашкинчен вара пире шкулта лайăх вĕренме сунчĕ. Çакăн пек çул çÿреве илсе кайнăшăн класс ертÿçине З. Алешовăна палăртасах килет.

Халĕ хам та шкулта класс ертÿçи пулса ĕçлетĕп. Чăваш халăхĕн чысĕ-пе мухтавĕн, наци паттăрĕн кун-çу-лĕпе интересленсе саккăрмĕшсемпе пĕрле Шуршăлти мемориал комплексĕнче пултăмăр. Чи малтанах Космонавтика музейĕнче ентеш кун-çулĕпе çыхăннă сăн ÿкерчĕксемпе, кĕнекесемпе, тĕрлĕ материалпа, космонавтсен тум-тирĕпе, апат çимĕçĕпе паллашрăмăр. Пĕрремĕш вĕçев хыççăн А. Николаева Шупашкарта кĕтсе илнĕ машинăна курса тĕлĕнчĕç ачасем. Пĕр вырăнлă “Восток” карапăн кабинипе, телескоп, планетăри тата ытти пуян экспонатсемпе паллашма май килни паллах, питĕ паха. Ачасем музейра çĕннине чылай пĕлчĕç. Чаплă ентешĕмĕрĕн тава тивĕçлĕ ĕçĕсене Раççейĕн тата ют çĕршывсен вун-вун наградипе палăртнине, нумай-нумай хулан хисеплĕ гражданинĕ пулнине, 75 наука ĕçĕ çырнине тата ыттине те. Космонавтсем асăнмалăх лартнă чăрăш, кедр, туя, пан улми йывăççисем çумĕнче сăн ÿкерттертĕмĕр. Чаплă ентешĕмĕр ачалăхĕ иртнĕ çурта та кĕрсе куртăмăр. Кил хуçалăхĕнче тытмалли хатĕр тирпейлĕ те тап-таса упраннинчен тĕлĕнтĕмĕр. Тепĕр чарăну пирĕн часовня пулчĕ. А. Николаев çуралса ÿснĕ тăрăха, чăваш халăхне чунтан юратнă, тăван чĕлхепе калаçнă. Çавăнпах пуль хăйне Шуршăлта пытарма ыйтнă. 2004 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче чаплă ентешĕмĕр вилнине пĕлсен куççуле чараймарăм. Çул çÿреве эпир ял çывăхĕнчи стела патĕнче вĕç-лерĕмĕр. Çÿллĕ тÿпенелле кармашакан асамлă ракетăна чылайăшĕ тытса пăхма тăрăшрĕç. Чăваш ятне çăлтăрсен çÿлĕшне çĕкленĕ А. Николаев тăван тăрăхĕнче пулни пурин асĕнче те нумайлăха юлĕ.

Н. КОШЕЛЕВА,

Аслă Чементи вăтам шкулти

8 класс ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика