АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнÿсем

08 октября 2011 г.

1994-1995 çулсенче çу-ралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем хушшинче алă вăй виçессипе мала тухассишĕн Кÿкеçре ăмăртусем иртрĕç. Унта ачасемпе çамрăксен “Паттăр” спорт шкулĕн вĕренекенĕсем те палăрчĕç. Хăйсен виçе категорийĕнче Турханти вăтам шкулти А. Кудряшовпа Е. Ажиков (тренерĕ А. Бахмисов) çĕнтерÿçĕсем пул-чĕç. Çак шкулти О. Бузакина, Туçари вăтам шкулти А. Кипятков (тренерĕ В. Козлов), Патăрьелĕнчи ик-кĕмĕш вăтам шкулти Т. Бородова (тренерĕ Н. Михайлов) иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Р. Тазетдинов (тренерĕ И. Алеев), Туçари вăтам шкулти А. Коннов, Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти К. Лисицина (тренерĕ Н. Михайлов) пăхăр медале тивĕç пулчĕç.

х х х

18 çула çитнĕ тата вĕсенчен кĕçĕнрех çамрăксем хушшинче республикăра мала тухассишĕн йывăр атлетикăпа ăмăртусем иртрĕç. Хăйсен виçе категорийĕнче Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти Л. Николаева, Н. Шайманова, М. Камесова (тренерĕ А. Давыдов), Алманчăри вăтам шкулти Д. Исаков (тренерĕ Н. Зимин) çĕнтерчĕç. А. Карсаковпа Д. Гаврилов (Алманчăран) иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Патăрье-лĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти В. Фоминпа С. Немцова (тренерĕ Н. Трифонов) виççĕмĕш вырăна тухрĕç.

х х х

Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пиллĕкмĕш спорт шкулĕн базинче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе 1997-1999 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче ăмăртусем иртрĕç. Хăйĕн виçе категорийĕнче Первомайскинчи вăтам шкулти К. Смирнова çĕнтерчĕ. Ăна ăмăртусене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ М. Зейнетдинов хатĕрлет. Халĕ Шупашкарти олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Сăкăтри вăтам шкул воспитанникĕ Д. Чиркина иккĕмĕш вырăна (тренерĕ А. Анюров) тухрĕ.

А. АФАНАСЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика