08 октября 2011 г.
Шăрăх çанталăкра е çăвар питĕ типнĕ вăхăтра шывран тутли те, пылакки те çук тейĕн. Ĕçетĕн-ĕçетĕн, ĕçсе тăранассăн туйăнмасть. Шывсăр пурнăç çуккине тепĕр хут ăнланса илетĕн. Анчах шыв та çын организмĕшĕн хăрушлăх кăларма, тĕрлĕ чире пуçарса яма пултарать иккен. Сăлтавĕ – пирĕн тăрăхри шыв тăварпа тата ытти минералсемпе пуян пулни, санитари правилипе нормине тивĕçтерменни. Ку ыйту пирĕн районшăн кăна мар, республикипех хумхантарать. Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Н.Федоров “Таса шыв” программа та çирĕплетнĕччĕ. Вăл паян та ĕçлет, районта та “Патăрьел район халăхне 2005–2015 çулсенче пахалăхлă шывпа тивĕçтересси” программăпа усă кураççĕ. 2009 çулта Патăрьел район депутачĕсен Пухăвĕ те “Патăрьел район халăхне 2009–2020 çулсенче пахалăхлă шывпа тивĕçтересси” тĕллевлĕ программа йышăннă. Вĕсемпе килĕшÿллĕн Шăмăршă районĕнчи Хырла шывĕ çинче шыв управĕ тунă. Ахальтен ăна суйласа илмен: Хырлана вăрманти çăл куçсенчен килекен шывсем те юхса кĕреççĕ. Вĕсем тăрă, таса. Управăн калăпăшĕ 16 миллион кубла метр, 420 гектар, дамба вăрăмăшĕ 1934 метр, хранилище тăршшĕ 5 çухрăм та 800 метр. Асăннă шыв управĕ Шупашкарти ГЭС хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнать.
2005 çултанпа кунта нумай ĕç пурнăçланă, халь вĕçленнĕпе пĕрех ĕнтĕ. Технологие пăхăнса шыв пуçтармалли сооруженисем тунă, таса маррине юхтарса кăларма тăватă пăрăх хунă, çуркунне пăр сиен ан кÿтĕр тесе бетон юпасенчен хÿтĕлев те пур. Çыран ан ишĕлтĕр тесе бетон плитасемех вырнаçтарнă.
Пухăннă шыва та тÿрех ĕçме юрамасть, ăна тасатмалла. Ку ыйтупа 2008 çулта кунта “Отечественные водные технологии” пĕрлешĕвĕн, “Мосводканал НИИ Проект”, “НИИ Водгео” сотрудникĕсем ĕçлерĕç. Вĕсем технологине мĕнле майпа йÿнĕрех тата пахалăхлăрах тăвассипе тимлерĕç.
Çак пысăк объект хута кайсан Шăмăршă, Патăрьел тата Комсомольски районĕсенчи ял çыннисене таса шывпа тивĕçтерме май пулать. Хырла патĕнчех пĕрремĕш насос станцийĕ вырнаçать, шăпах вăл Патăрьел районне шыв илсе килет. Иккĕмĕшĕ вара Сăкăт çумĕнче, кунтан виççе йÿпленет. Пĕрремĕшĕнчен – Тутар Сăкăт, Алманчă, Чишма, Красномайск, иккĕмĕшĕнчен – Кзыл Камыш, Нăрваш Шăхаль, Первомайск, Турхан, виççĕмĕшĕнчен Патăрьел, Шăнкăртам енчи ялсене шыв çитĕ.
Шыв пăрăхĕсен вăрăмăшĕ 155 çухрăм пулать. Ĕç калăпăшĕ пысăккине шута илсе темиçе тапхăрпа ирттерме палăртнă. Хырларан килекен шывпа чи малтан Патăрьел, Сăкăт, Шăнкăртам ялĕсенче усă курма тытăнĕç. Шывпа тивĕçтермелли проектсене хатĕрлессипе ял поселенисен пуçлăхĕсем тăрăшаççĕ. Вĕсем нумай пулмасть Хырла шывĕ патне çитсе курчĕç, унти çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç.
Паяна шыв управĕ Атăл пекех, куç ытамлайми, сарăлса выртать. Кунта акăшсемпе кайăк-кăвакалсем те иленнĕ, пулăсем те пур. Хальлĕхе управ патне пурте пыраяççĕ, малашне вăл хупă зона пулать.
Патăрьелĕнче пурăнакансене таса шывпа усă куртарас тĕллевпе район центрĕнче, Сăкăт енне кайнă çĕрте, шыв тасатакан станци ĕçлет. Кунта ултă çăлри шыва тасатса Патăрьелĕнчи халăх патне çитереççĕ. Шывпа тивĕçтерекен пăрăхсен тăршшĕ 17,995 çухрăм. Пахалăхлă шывпа нумай хваттерлĕ тата уйрăм çуртсенче пурăнакансен, предприяти-учрежденисен пĕр пайĕ усă курать. Çитес çулсенчех вара районти пур ялсенче те ĕçме юрăхлă шыв пулĕ.
О.ПАВЛОВА.