08 октября 2011 г.
Юшки хупăнма пĕлмен пĕлĕтрен чарăнмасăр çăвакан çумăрĕ те чарса тăмарĕ Татмăшри ватăсене тĕл пулăва кайма. Ялти Культура çуртне 40е яхăн пуçтарăнчĕç вĕсем. Тивĕçлĕ канăва тухнă-скерсене райадминистраци представителĕ В. Краснов, Çĕнĕ Ахпÿрт ял поселенийĕн пуçлăхĕ В. Тукмаков, “Югель” çĕр ĕç фирмин ĕçченĕ Ю. Улангин, ял поселени-йĕнчи культурăпа кану центрĕн директорĕ А. Баюсов уяв ячĕпе саламларĕç. Хуçалăхра хăй вăхăтĕнче хастар ĕçленĕ А. Царева, З. Никифорова, Е. Шаймина, В. Алдушева тата ыттисем те иртнĕ кун-çула аса илчĕç. Саккăрмĕш теçеткере пыракан Е. Иванова та савăнăçне пытараймарĕ, уяв ячĕпе саламларĕ.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕсем И. Никифоровпа М. Портнов та пĕрле ĕçленĕ тус-юлташне курма килме хирĕçлемен. Н. Солдатовăн çамрăк чухнехи хастарлăхĕ чакман. Чи малтан çитрĕ тĕл пулăва.
Уява çавра сĕтел хушшинче малалла тăсма “Югель” çĕр ĕç фирма администрацийĕ, Е. Портнова, С. Данилов предпринимательсем пулăшрĕç.
Э. ПОРТНОВ,
культура çурчĕн директорĕ.