12 октября 2011 г.
Иртнĕ эрнере Туçари ял библиотекинче Япони хăни пулнă. Токио университечĕн доценчĕ Массари Гото республикăна чăваш халăхĕн пурнăçĕ, йăли-йĕрки, наци аталанăвĕпе паллашма килнĕ. Пин-пин юрă, пин-пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче пурăнакан анатри чăвашсемпе кăсăкланса вара Юхмапа Пăла тăрăхне çитнĕ. Массари Гото Туçа ял поселенийĕн библиотекинче пулса революцичченхи тата хальхи илемлĕ литературăпа паллашнă, анатри чăвашсен йăли-йĕрки, авалхи тата хальхи уявсене тĕпченĕ, ялти краеведени музейĕнче пулнă.
Япони хăни ăшпиллĕ те алхапăл, ĕçчен чăваш халăхне мухтанă, ырă хак панă.