12 октября 2011 г.
Чăваш Республикинчи “Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтересси çинчен” саккунпа килĕшÿллĕн район администрацийĕ 80 çĕр участокĕ йĕркеленĕ. Вĕсенчен аллăшĕн чиккисене палăртнă, 18 çĕр участокĕн кадастр паспорчĕсем хатĕр.
Ку тĕлĕшпе уйрăмах Алманчă, Патăрьел, Туçа, Кзыл Чишма, Первомайск, Турхан, Тутар Сăкăт, Ишлĕ, Пăлапуç Пашьел, Тăрăн ял поселенийĕсенче ĕçе начар мар йĕркеленĕ.
Маларах асăннă сакунпа килĕшÿллĕн районта нумай ачаллă 5 çемьене каялла тавăрса памалла мар çĕр участокĕн сертификатне панă. (Туçа тата Алманчă ял поселенийĕсенче пĕрер çемье, Патăрьелĕнче – виççĕ). Çывăх вăхăтрах çакнашкал хаклă хута Первомайск тата Ишлĕ ял поселенийĕсенчи нумай ачаллă çемьесем илĕç.