12 октября 2011 г.
Шăхач тăрăхĕнче тĕрлĕрен алă ăстисем сахал мар. Çак кунсенче ял поселенийĕнче “Ăста алăсем тунсăха пĕлмеççĕ” курав йĕркеленĕ. Унта çамрăксем те, ватăсем те хутшăннă. Курава тăратнă эрешлесе тĕрленĕ ÿкерчĕксем, çыхнă кĕпе-тумтир, çÿçеллĕ тутăр тата ытти те пурин кăмăлне çĕкленĕ.
Куракансем уйрăмах А. Стефейкина пенсионерка ăсталанă тĕрĕсене, Н. Узюкина эрешленĕ пысăк тутăрсене, учительницăра ĕçленĕ З. Гугушкина хатĕрленĕ ĕлĕкхи пир татăкĕсене пысăк хак панă.
Аслă ăрури алă ăстисенчен çамрăккисем те ыррине хăнăхса пыраççĕ. Т. Узюкина студентка çекĕллĕ йĕппе çыхнă салфеткăсемпе çаврака калпакĕсем пурне те тыткăнланă.