АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çумăрĕ чарăнми çăвать, ĕçсене вĕçлеме чарать

12 октября 2011 г.

Кăçал кĕре кĕнĕренпе пĕлĕт кашти хуçăлса аннă тейĕн: татти-сыпписĕр пĕр чарăнми çумăр çăвать. Хирти ĕçсене ниепле вĕçлеме май çук. Çанталăк уяртсанах пурте пахча çимĕç культурисене пуçтарса кĕртме хыпаланаççĕ. Канмалли кунсенче хĕвел пăхнăран ял хушшинче утса çÿрекен çын та пулмарĕ: кам – уйра, кам – пахчара. Тунтикун вара районти организаци- предприятинче ĕçлекенсем те ял хуçалăх предприятийĕсене çĕр улмине пуçтарса кĕртме тухрĕç.

“Исток” агрофирмăра кăçал “иккĕмĕш çăкăра” 250 гектар лартнăччĕ, анчах йĕперех лаптăксенче пулнисем шăтса тухнă хыççăн çумăр çунăран пĕтнĕ. Халĕ кунта çĕр улми 185 га йышăнать, ĕнерхи кун тĕлне 40 гектар çинчи ĕçе вĕçленĕ. Сортлă вăрлăхпа усă курнăран – “ред-скарлет”, “романо”, “удача”, “невский” – тухăç та лайăх, гектартан 250 центнертан кая мар тухать. А.Соловьевпа В.Лампасов механизаторсем çĕр улми кăларакан агрегатпа йăран хыççăн йăрана шуратаççĕ.

– Çанталăкĕ лайăх пулсан ĕççи нумая тăсăлмасть ĕнтĕ, анчах çумăрĕ хăратсах тăрать. Паян агрофирмăна пулăшма Патăрьелĕн-чи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем, професси училищин студенчĕсем, райадминистрацин, “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн, Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн, Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăн, Патăрьелĕнчи патшалăх ветеринари станцийĕн коллективĕсем килчĕç. Çавăн пекех хамăр хуçалăхра вăй хуракансем, ытти ялсенчен килнисем те тăрăшса ĕçлеççĕ. Пĕр кунра 10 гектартан кая мар чакрĕ пуль тетĕп, – пĕлтерет хуçалăхăн тĕп агрономĕ Д.Ерофеев.

Çĕр улмине туянакансем те килсех тăраççĕ. Тольятти, Самара, Сызрань хулисенчен тата ыттисенчен те килнĕ автомашинăсене курма пулать.

Шел, çанталăк татах пăсăла пуçларĕ.

О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика