12 октября 2011 г.
Вырсарникун, юпан 9-мĕшĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов “Красное знамя”, “Исток”, “Батыревский” хуçалăхсенче тата Ш.Куликовăн фермер хуçалăхĕнче пулнă, вĕсенче хирти ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă.
“Красное знамя” ял хуçалăх предприятинче 146 гектар йышăнакан çĕр улмирен 70 гектар ытла пуçтарса кĕртнĕ, кукурузăна 80 гектар вырнă, çавăн пекех 5 гектарта çитĕннĕ купăста ани те пушаннă.
“Батыревский”, “Исток” хуçалăхсенче, Ш.Куликов фермер хуçалă-хĕнче те “иккĕмĕш çăкăра” кăларса пуçтарса кĕртессипе тимлеççĕ.
Хирти ĕçсене хăвăртрах вĕçлес тĕллевпе тунтикун районти предприяти-организацинче вăй хуракансем те “Исток”, “Батыревский”, “Корма”, “Красное знамя” хуçалăхсене, Ш.Куликов фермер хуçалăхне пулăшма тухнă. Ытти ял поселенийĕсенчи бюджет учрежденийĕсенче тăрăшакансене те уйра курма пулать.
(Хамăр корр.).