12 октября 2011 г.
Хисеплĕ Леонид Матвеевич! Эсир çĕр налукĕ пирки пăшăрханни кăлăхах. Раççей Федерацийĕн Налук кодексĕн 395 статйипе килĕшÿллĕн тĕн йăли-йĕркине тытса пыракан организацисене çĕр участокĕсемшĕн, çурчĕсемшĕн налук тытассинчен хăтараççĕ. Николай Святитель ячĕллĕ Тăрăн чиркĕвĕнчен те çĕр налукне тытмаççĕ, налук органне налук декларацине çеç тăратмалла.
х х х
Хисеплĕ Михаил Васильевич! Эсир “Закон и коррупция” хаçатпа паллашсах тăратăр пулĕ. Паянхи кун вăл питĕ лайăх хаçат тесе шутлатăп. Хаçатăн темиçе номерĕнче Патăрьел районĕнче преступленисем тунă пирки çырнăччĕ. Çакăн хыççăн çеç суд работникĕсем ĕçе пикенчĕç. Район прокуратури, шалти ĕçсен пайĕ статья пичетленсе тухичченех преступленисем çинчен пĕлнĕ çке, анчах шавламан. Ку тĕлĕшпе Сирĕн пулăшăвăра кĕтетпĕр.
В. ХАМДЕЕВ, пенсионер
Хирти Пикшик ялĕ.
Хисеплĕ Вазых Хамдеев! Сирĕн ыйтăвăра çапла хуравлатăп. Чăваш Республикинчи юстици, шалти ĕçсен Министерствисене, Чăваш Республикин Прокуратурине, регионсем хушшинчи çут çанталăка сыхлакан Атăлçи прокуратурин Шупашкарти çут çанталăка сыхлакан прокуратурине, Чăваш Республикинчи ветеринари тата фитосанитари надзорĕн Федераллă службине, Чăваш Республикинчи потребительсен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен федераллă служба управленине, Патăрьел район администрацине хаçатра пичетленнĕ материалсене пăхса тухса результат пирки хуравлама хушнă.
Хам енчен çакна каласа хăварасшăн. Республикăра коррупцие хирĕç ыйтусене пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ку тĕлĕшпе граждансене право ыйтăвĕсемпе хăнăхтарасси тата обществăлла тĕрĕслеве вăйлатасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Малашне те Саккун хуралĕнче çирĕп тăрăпăр, коррупцие хирĕçле ĕçсене тăтăшах вăйлатăпăр.
х х х
Хальхи вăхăтра вăрман хуçалăхĕсенче мĕншĕн чăн-чăн хуçа çук; Вăрмана пĕр шутсăр касаççĕ, варлаççĕ, вăрлаççĕ... Чун ыратать. Районта çакăншăн кам хуçа-ши;
В. ЯКОВЛЕВ, пенсионер.
Нăрваш Шăхаль ялĕ.
Хисеплĕ Василий Александрович! Тавах Сире çĕр-шыв пуянлăхĕшĕн чун-чĕререн пăшăрханнăшăн. Раççей Федерацийĕн вăрман фончĕн Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕн чиккинче вырнаçнă 33809 гектар çĕр лаптăкĕ Шăмăршă вăрман лесничествин территорийĕнче вырнаçнă. Вăрманпа çыхăннă мĕн пур ĕçсене, вăл шутра сăтăр тăвассипе, вăрлассипе çыхăннисене тата ыттисене те Шăмăршă вăрман лесничестви пурнăçлать.
2011 çулта Шăмăршă лесничествин чиккинчи вăрман фончĕн территорине сыхлас, хÿтĕлес ăна лартса çĕнетес тата ытти тĕлĕшпе Чăваш Республикинчи çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи Министерстви тата “Энергосервис” тулли мар яваплă общество Патшалăх контракчĕпе килĕшÿллĕн ĕçлеççĕ. Уйрăм граждансем хăйсем нушисем валли вăрмана суту-илÿ килĕшĕвне тĕпе хурса туянаççĕ.
Эпĕ пĕлнĕ информаци тăрăх 2011 çулта Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕнче вăрман фончĕн çĕрĕ çинчен саккунсăр майпа йывăçсене каснă тĕслĕхсем пулман.