12 октября 2011 г.
Юпан 6-мĕшĕнче РФ Шалти ĕçсен министерствин районсем хушшинчи “Батыревский” муниципаллă уйрăмĕн сотрудникĕсен канашлăвĕ иртнĕ, ăна Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен пĕрлештернĕ уйрăмĕн начальникĕ С.Измуков ертсе пынă. Мероприятие ЧР Шалти ĕçсен министрĕ, полици полковникĕ С.Семенов, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, Патăрьел район прокурорĕ Ю.Фуражников, Шалти ĕçсен министерствин Патăрьел районĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ А.Якимов тата ыттисем те хутшăннă. Канашлура оперативлă службăн 9 уйăхри ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.
Йĕркене пăсас тĕлĕшпе тивĕçлĕ йышăнусем тунăран кăтартусем лайăхланни куç умĕнчех. Преступлени тăвасси 14,9 процент чакнă. 10 пин çын пуçне преступлени тăвас шай 82,7-пе, пĕлтĕр 97,2 пулнă, танлашнă. Çулталăк пуçланнăранпа çын вĕлернĕ (иртнĕ çул –4), мăшкăлланă (2), хĕненĕ, япала туртса илнĕ тĕслĕхсем пулман.
Йывăр преступленисене, хваттерсене çаратнă, хулиганла ĕçсене уçса панă.
Кăрлач уйăхĕнченпе 280 преступлени уçнă, вĕсене тунă 322 çынна явап тыттарнă.
Йĕркене пăсасси çул çитменнисем хушшинче 40 тĕслĕх, маларах суд урлă тухнисен – 11, ĕçсĕррисен йышĕнче 17,2 процент чакнă.
Çитменлĕхсем те пур. Экономика преступленине хирĕç кĕрешессипе, наркотикпа суту-илÿ тăвакансене тупса палăртассипе, обществăлла вырăнсенче ÿсĕр çынсем йĕркене пăснипе, ют пурлăха хапсăнассипе кирлĕ шайра ĕçлеменнине палăртнă. Ачасемпе çыхăннă çул-йĕр инкекĕсен шучĕ те нумайланнă.
Административлă право йĕркине пăсакансене, уйрăмах çул çинче, тупасси те чакнă.
Канашлура малашне çитменлĕхсене пĕтерессипе ытларах тимлемеллине асăрхаттарнă.
(Хамăр корр.).