АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей шайĕнче палăрчĕ

12 октября 2011 г.

Ульяновск хулинче Атăлçи федераци округĕнчи 1986-1988 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ăмăртусем иртрĕç. Унта чăваш республикин команди йышĕнче пирĕн район каччисем те ăмăртрĕç. Çĕнтерÿçĕсен Раççей шайĕнчи ăмăртăва хутшăнмалли малтанах паллă пулчĕ. Çавăн пекех вĕсене спорт мастерĕн кандидачĕн ятне те параççĕ. Хирти Пикшикри И. Чемеров хăйĕн виçе категорийĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çавăн пекех Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Р. Валитов, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти М. Хусеинов та лайăх кăтартусем турĕç. Ильназ Чемерова спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă ятпа саламламалăх пур. Каччăсем виççĕшĕ те ачасемпе çамрăксен “Паттăр ” спорт шкулĕн аслă категориллĕ И. Алеев тренер преподавателĕ патĕнче кĕрешÿçĕ ăсталăхне хăнăхаççĕ.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика