12 октября 2011 г.
Ученăйсен тĕпчевĕсем кăтартнă тăрăх, этем сывлăхĕн 51 проценчĕ вăл мĕнле пурнăçпа пурăннинчен, сывлăхне мĕнле упранинчен, тепĕр 40 проценчĕ экологирен, ĕç вырăнĕнчен е çуккинчен, çемьерен тата пулăмсенчен, 10 процента яхăн çеç медицинăран килет. Сывлăхлă пулас тесен вара мĕн ачаранах, пурнăç тăршшĕпех ăна упрамалла, çирĕплетмелле.
Табак туртатăр – сывлăха пысăк сиен кÿретĕр
Çамрăксем ытларах юлташĕ, ашшĕ-амăшĕ, аслисем е юратакан артистсем, учительсем туртнине курса тĕтĕме хăнăхаççĕ. Малтанлăха вылякаласа çеç, каярах вара çине-çинех “сăвăрма” пуçлаççĕ. Юлашки çулсенче çак йăла хĕр ачасем хушшинче те сарăлчĕ. Тата çакна та палăртмалла: çамрăк çын 20 çула çитиччен табак туртмарĕ пулсан, каярах та иртĕнменнисем нумайăн.
Тепĕр çынсем пÿртрех пирус мăкăрлантараççĕ. Табак туртни ача-пăча сывлăхне пысăк сиен кÿрет, организмне хавшатать, ăс-тăнне чакарать, минретет.
Табак тĕтĕмĕнче наркăмăшлă элементсем нумай. Тĕтĕмри никотин çăварти, сăмсари, тип пырти, апат хуранĕнчи лăймака витĕр организма кĕрет. Çамрăк çын кĕске вăхăтра 20-25 сигарет туртса ярсан вилсе кайма та пултарать.
Никотин тата таса мар тĕтĕмри наркăмăшсем темиçе минутрах пуç мими патне çитеççĕ, нерв клеткисене вырнаçса унăн системине пăтраштарса яраççĕ. Çыннăн ун чухне пуç çаврăнать, ыратать, алли чĕтрет, карланкăри, апат хуранĕнчи мышцăсем хытса, хĕсĕнсе пыраççĕ, çынна хăстарать, вар витти те пулма пултарать.
Апат хуранĕн тĕрлĕ юхан-суранĕн 70 проценчĕ табак туртнипе çыхăннă. Çавăнпа та табак туртакан çынна апат хуранĕн чирĕнчен сыватма йывăр.
Никотин – организмшăн наркăмăш. Çакна ватăсен çамрăксене, ашшĕ-амăшĕн ачисене, врачсен чирлисене, учительсен вĕренекенсене асăрхаттарсах тăмалла, хăйсем вĕсемшĕн тĕслĕх пулмалла. Вĕрентекен – ачасем, медицина ĕçченĕ çынсем умĕнче табак мăкăрлантарса тăни питĕ сиенлĕ тĕслĕх. Пирус туртакансем ÿпке ракĕпе ыттисенчен 10 хут ытла чирлеççĕ, çак сиенлĕ йăлапа туслашиччен ашшĕ-амăшĕн те, ачисен те тĕплĕн шухăшламалла.
Табак туртма пăрахас тесен мĕн тумалла;
Чăн малтан туртма пăрахасси çинчен тĕплĕн, куллен шутламалла, унăн сиенĕ çинчен пĕтĕмпех пĕлме тăрăшмалла. Туртма пăрахас тапхăра палăртса хатĕрленмелле (эрне вĕçĕ, отпуск...). Паллах, табакпа сыв пуллашма шутланă çынна килтисен те, юлта-шĕсен те пулăшмалла. Çын вăй çитерсен тÿрех е куллен пĕр сигарет чакарса пырса уйăх тăршшĕнче майĕпен сиенлĕ йăларан хăтăлма пултарать.
Н.НАДИНА,
врач-нарколог.