15 октября 2011 г.
Ĕнер православи тĕнне ĕненекенсемшĕн паллă кун – Пукрав пулнă. Ватăсем сăнанă тăрăх çак кунăн хăйĕн паллисем пур. Сăмахран, çил ăçтан вĕрет, хĕлĕпе çавăнтан вĕрет, тет. Е тата çак кун пуçласа юр çусан, хĕл пĕр уйăхран ларать тата ытти те.
Çак кунтан пуçласах кил-çуртра пĕтĕм шăтăк-çурăка, сивĕ каякан вырăнсене хупламалла-мĕн. Урăхла каласан, ăшша тытмалла.
Пукрав хĕл кунĕсем çывхарнине те систерет. Çавăнпа та “Хĕлип хĕрне” кĕтсе илме пурин те тĕплĕн хатĕрленмелле.