15 октября 2011 г.
Республикăра, вăл шутра районта та, кашни уйăхрах çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ “Пешеход – пешеходный переход” рейд ирттерет. Çакă чăн малтанах республикăра çул çинче пулакан аварисен шучĕ ÿснипе çыхăннă. Кăçалхи тăхăр уйăхра республикăри çул çинче 1249 авари пулнă. Вĕсенчен 39,2 проценчĕ водительсем çуран утса пыракансем çине кĕрсе кайнипе çыхăннă. Айăпĕ вара çынсенче те пур. Вĕсем çул урлă каçнă чухне çул-йĕр правилине пăхăнмаççĕ. Пирĕн районта кăçалхи тăхăр уйăхра пулнă 31 аваринчи 4 тĕслĕхĕ шăпах çак сăлтавпа çыхăннă.
Иртнĕ эрнере районта йĕркеленĕ рейд вăхăтĕнче çул çинчи йĕркене пăхăнманшăн виçĕ протокол çырнă.
А. КАРГИНА,
шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн инспекторĕ.