15 октября 2011 г.
Эпĕ тивĕçлĕ канăва тухичченех почтальонкăра ĕçлерĕм. Çанталăка пăхмасăр вулакан патне хаçат-журнала вăхăтра çитерме тăрăшрăм. Ĕмĕр тăршшĕпе тÿрĕ чунпа ĕçлесе те чыс, хисепе тивĕçеймерĕм. Хăш-пĕр çынсем вара Раççейри халăх перепиçне икĕ эрне хутшăнаççĕ те “Ĕç ветеранĕ” медаль илеççĕ. Çакă тĕрĕс-ши;
М. БИКУЛОВА, пенсионер.
Шăнкăртам.
Хисеплĕ М. Бикулова! Çынсем нимĕнле уйрăм паллăсемсĕр ĕмĕр тăршшĕпе ĕçлесе “Ĕç ветеранĕ” хисеплĕ ята илейменнишĕн пăшăрханнине пĕлетĕп. Чылай чухне аслă ăрури çынсем çакăн пек чухне ĕç стажĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмаллине калаççĕ. Ветерансене социаллă пулăшу парас ыйтусем “Ветерансем çинчен” «Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçланса пыраççĕ. Асăннă саккунăн 7 статйипе арçынсем 40 çул, хĕрарăмсем 35 çул ĕçленĕ, ĕç стажне çамрăкла, Аслă вăрçă вăхăтĕнче пуçланисем кĕреççĕ. Кунсăр пуçне ватăлса е çул çитнипе пенсие кайнисем, орденсемпе, медальсемпе тивĕçнисем, СССР тата Раççей Федерацийĕн хисеплĕ ячĕсене илнисем, ĕçре палăрнăшăн ведомство шайĕнчи наградăна тивĕçнисем, вăл шутра 2002, 2006, 2010 çулсенчи Раççейри халăх Çыравне хутшăнса паллă, награда илнисем кĕреççĕ. Шел пулин те çак законодательствăпа нумай çул ĕçленĕшĕн çеç “Ĕç ветеранĕ” хисеплĕ ята илме çук.
х х х
Килти хушма хуçалăха аталантарма эпир Перекет банкĕнчен патшалăх паракан çăмăллăхпа усă курса кивçен укçа илтĕмĕр. Анчах темшĕн çак банк субсидине 3-4 уйăх кая юлса куçарать. Çав вăхăтрах Россельхозбанкра йĕрке ун пек мар.
А. ВАСИЛЬЕВ, вăхăтлăха ĕçлемест.
Турхан ялĕ.
Хисеплĕ А. Васильев! Патшалăх паракан çăмăллăхсемпе тивĕçтересси ЧР Правительствин, ЧР Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Граждансене хушма хуçалăха аталантарма илнĕ укçа тăкакĕн пĕр пайне кредит организацийĕсем пурнăçлаççĕ. Субсидисене кредит паракан организаци счечĕ çине ЧР Ял хуçалăх министерстви куçарать. Ман пата çитнĕ хыпар тăрăх 2011 çулта килте хушма хуçалăха аталантарма кредит илнĕ граждансене акционерсем “Россельхозбанк” уçă обществинче те, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕнче те субсидисене кашни уйăхра куçарнă.
х х х
Ырă кун пултăр! Эпир пурăнакан “Ясная Поляна” ялне газ çитмен. Пĕчĕк ялсене газ кĕртесси малашлăх программăра пур-и;
Ясная Поляна ял ĕçченĕсем.
Хисеплĕ Ясная Поляна ял ĕçченĕсем! Чăваш Республикинчи строительство министерствипе акционерсен “Чувашсетьгаз” обществи Чăваш Республикинче 2012-2015 çулсенче газ кĕртмелли программа проектне туса хатĕрленĕ. Унта кĕртнĕ объектсене муниципалитетсем тăратнă. Патăрьел район администрацийĕн ыйтăвĕпе Ясная Поляна ялне 2013 çулта газ кĕртмелли программа проектне кĕртнĕ.
х х х
Хальхи вăхăтра «Дуслык» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи производство объекчĕсене регистрацилемен. Вĕсене туни 30-40 çул. Икĕ çул ĕнтĕ эпир çак ыйтупа суд тăрăх çÿретпĕр. Кăçалхи ака уйăхĕнче Шăнкăртам ял поселенийĕн пуçлăхĕ регистраци палатине çак объектсем хуçасăр тесе заявлени панă. Вĕсем вара «Дуслык» хуçалăх балансĕ çинче тăраççĕ. Малашне те çакăн пек паллăмарлăхра пирĕн мĕнле ĕçлемелле;
«Дуслык» ял хуçалăх производство кооперативĕн членĕсем.
Чăваш Республикинчи пурлăх Министерствин кăçалхи авăнăн 23-мĕшĕнчи информацийĕпе сирĕн хуçалăх представителĕсемпе пурлăха патшалăх регистрацийĕ тăвас ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ, кирлĕ сĕнÿсем панă.